1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
22 октября 2021 г. 16:49

Амăшĕ пулма хатĕрленекенсене те вакцинацилеççĕ

Ача кĕтекен тата тин кăна çуралнă хĕрарăмсене ковид çăмăллăнах ерме пултарать. Чăваш Енĕн тĕп акушер-гинекологĕ Т.Дерипаско ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин брифингĕн-че ача кĕтекен хĕрарăмсем коронавируспа чирлесси, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, самаях ÿснине палăртнă. Нумайăшĕ чире йывăррăн чăтса ирттерет. Мĕншĕн?

Вĕсем чылай чухне çийĕнчех тухтăртан пулăшу ыйтаççĕ. Вирусăн çĕнĕ штамĕ те каварлă.

«Коронавируспа чирленĕ пациентсене тухтăрсем хырăм çине выртма сĕнеççĕ ытларах. Ача кĕтекеннисем вара кун пек тăваймаççĕ. Ковидпа чирленĕ хĕрарăм хăйне йывăр туйнăран тата варĕнчи пепки шар курнăран маларах çураттарма янă тĕслĕх нумайланать. Амăшĕсен организмĕнче кислород сахалланни аталанать. Пĕлтĕр кăна ачасем ковидпа чирлемеççĕ тесе шутлаттăмăр. Кăçал вара 1,5—3 уйăхри икĕ ачана çухатрăмăр. Вĕсен коронавирус диагнозĕ çирĕп-леннĕ. Нумаях пулмасть аллинче артери тромбозĕ аталаннă ача çуралнă. Пепке аллине упраса хăварасси иккĕ-ленÿллĕ. Халĕ чире пула маларах çăмăлланнă 4 хĕрарăм сывлăхĕ йывăр. Çакнашкал пациентсене курма çăмăл мар, çав вăхăтрах хăшĕ-пĕри вакцинацие хирĕç калаçса çÿ-рет»,—тенĕ Татьяна Васильевна.

РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви çĕнĕ методика сĕнĕвĕсемпе килĕшÿллĕн, варти ача 22 эрне аталансан пулас амăшне коронавирусран прививка тума юрать. «Спутник-V»-па вакцинациленме ирĕк панă. Вăл чи хăрушсăрри шутланать. Шел те, паянхи кунччен ача кĕтекен пĕр хĕрарăма та прививка тума май килмен. Республикăри 186 хĕрарăмăн коронавирусран прививка тутарнă хыççăн çие юлнă.

Ача кĕтекен хĕрарăмсене грип-ран прививка тутармаллине те палăртнă. Аса илтерсе хăварар: коронавирусран вакцинациленнĕ хыççăн пĕр уйăх иртсен тин грипран прививка тутарма юрать

Поделиться:
Распечатать