1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
22 октября 2021 г. 16:32

«Апачĕ тутлă»,— теççĕ ачасем

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указне пурнăçласа 2020 çулхи сентябрьтен пуçласа çĕршыври шкулсенче 1—4 классенче вĕренекенсене вĕри апатпа тÿ-левсĕр тивĕçтереççĕ. Кăçалтан вара 5—11 классенчи нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене те тÿлевсĕр апатлантарма йышăннă. Республикăра çакна валли 2021 çулта 75 млн, 2022 çула 169 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Хальхи вăхăтра пирĕн районта та пуçламăш классенчи 560 вĕренекен, нумай ачаллă çемьесенчи 54 ача, çав шутран Элпуçĕнчи вăтам шкулта та, çак çăмăллăхпа усă курать.

Кашни ирех, шкула кĕрсен, сăмсана тутлă апат шăрши кăтăклама тытăнать. Эппин, поварсем пирĕнтен те маларах çитсе ĕçе пуçăннă, хĕрсех апат хатĕр-леççĕ. «Кунсерен 110 ача валли янтăлатпăр»,—тет Наталия Владимирова шеф-повар. Çак шутра 20 ачи шкул çумĕнчи садике çÿрекенсем. Вĕсене кун каçа 4 хут та çитереççĕ. Вĕренекенсене те 2 хутчен апатланма май туса панă. Сăмах май, пуçламăш классенчи 39, çавăн пекех нумай ачаллă çемьесенчи 5 ачана тÿлевсĕр çитереççĕ. Кунĕпех плитасем умĕнче ăшталанма тивет поварсен. «Çичĕ хутчен сĕтел хатĕрлетпĕр»,—калаçăва хутшăнать Наталия Федорова та. Хăйсен ĕçне чунтан юратса, парăнса ĕçлеççĕ Наташăсем. Иккĕшĕн те ĕç стажĕ 30 çул. Садик уçăлнă май, тепĕр штат хушăннă — Татьяна Алексеева та 5 çул тăрăшать çак ĕçре. Столовăй ĕçченĕсем кулленех кунта çÿрекенсене тутлă та техĕмлĕ апатпа сăйлама тăрăшаççĕ.

Пĕрремĕш блюдăсенчен менюра ытларах борщ, рассольник, купăста, пăрçа, макарон яшкисем. Иккĕмĕш блюдăсен ассортименчĕ те чухăн мар: катлет, тефтелька-фрикаделька, чăх какайĕ, пулă... Гарнир валли çĕрулми нимĕрĕ, вермишель, хуратул пăтти хатĕрлеççĕ. Кашни кунах сĕтел çинче купăста, кишĕр, хăярпа помидор салачĕсем, винегрет. Çимĕçсенчен чылайăшĕ шкул пахчинчех çитĕнет. Çĕр улмипе купăстине, кишĕрпе хĕрлĕ кăшманне, хăяр-помидорне çулталăк валлиех хатĕрлеççĕ. Улма-çырла компотне те, чейне те, тĕрлĕ сĕткенне те сĕнеççĕ столовăйра. Сĕтлĕ пăтăсем, сыр, çăмарта та ирсерен сĕтел çинчех. Çăкăрĕ — хури те, шурри те — яланах тутлă та çемçе. Унпа «Акконд» общество тивĕçтерсе тăрать. Ытти апат-çимĕç продукчĕсене те Канашран вăхăтра кÿр-

се килеççĕ. Шкулти поварсем хăйсен ĕç условийĕсемпе кăмăллă. Столовăйра хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен оборудовани, савăт-сапи çителĕклĕ. Кухня комбайнĕ, çĕр улми шуратмалли хатĕр те пур. Нумаях пулмасть апата пăспа пĕçермелли автомат, чашăк-тирĕк çумалли машина илсе килсе вырнаçтарнă.

Çапла, хăйсен ĕçне тивĕçлипе туса пыракан столовăй ĕçченĕсене ирсерен плитасем умне ырă кăмăлпа тăма Элпуçĕн-чи вăтам шкулта условисем çителĕклĕ. Вĕсен ĕçĕпе апатланма çÿрекенсем яланах кăмăллă. Çавăнпах ĕнтĕ, тав сăмахĕ-

сене те кунсеренех илтеççĕ ĕçчен поварсем. Малашне те апачĕ тутлă пултăр хастар поварсен.

 

 

Поделиться:
Распечатать