1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
22 октября 2021 г. 16:51

Çыравçăсем ĕçлеççĕ

Тăвай енре 25 çыравçă хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнчĕç. Çырав вĕçлениччен вĕсенчен кашнин 550 çынпа тĕл пулса калаçмалла. Кашни кил-хуçалăха çитсе, информацисене планшентлă компьютер çине кĕртмелле.

— Маншăн ку ĕç кăсăклă. Эпĕ пĕр ял çыннисене çывăхрах, вĕсен кăмăл-туйăмĕсене лайăхрах пĕлес тĕллевпе çыравçă пулма кăмăл турăм. Чылай çуртра пултăм, çынсем ыйтусем çине хаваспах хуравлаççĕ. Малашне те çапла пуласса шанатăп,— тет Сăхăтпуç енчи çынсемпе ĕçлекен çыравçă Наталия Михайлова.

Унăн ĕçĕ çăмăл мар. Сăхăтпуçĕн-чи çынсемпе тĕл пулнисĕр пуçне унăн Улянкăпа Çăлпуçĕнче пурăнакансем патне те çитмелле. Акă, çумăр, юр çунине пăхмасăрах ĕнерхи кун мăйне кăвак шарф çыхнă , çырав символикиллĕ сенкер жилет тăхăннă, пĕрле «Росстат» тесе çырнă портфель илнĕ харсăр хĕрарăм маска тăхăнса çула тухрĕ. Тĕл пулакансене ăшшăн сывлăх сунса, планшетне алла илчĕ те хăйĕн ĕçне пурнăçларĕ.

Кÿршĕ район хĕрĕн мăшăрĕ, Çăхăтпуç каччи, Алексей Валерьевич Мускава ĕçлеме çÿрет, çемйи çителĕклĕ пурнăçпа пурăнтăр тесе тăрăшать. Икĕ ача çитĕнет вĕсен: Настя виççĕмĕш класа çÿрет, Антон кăçал пуçласа парта хушшине ларнă.

Тăвай Енре патшалăх тата муниципалитет услугисен Пĕрлехи порталĕпе (wwwĕgosuslugiĕru) усă курса район администрацийĕн пуçлăхĕпе служащисем тата ытти организацисемпе учрежденисен ĕçченĕ-сем нумайăшĕ çырав ыйтăвĕсем çине хуравланă та ĕнтĕ .

Поделиться:
Распечатать