1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
22 октября 2021 г. 16:44

Хĕле хатĕрленсе

Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли сезонра Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ тимлĕ пулма хистет. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта йăлари пушарсен хисепĕ икĕ е виçĕ хут ÿсет. Инкексен 80 проценчĕ çынсен харпăр хăй кил çурчĕсемпе нумай хваттерлĕ çуртсенче пулать.

Сивĕрех кунсем пуçланнă май ăшăтмалли приборсемпе нумай усă курма тытăннипе электросете йывăр тивет. Çавăнпа изоляци пăсăлать тата кĕске замыканисем пулаççĕ, çаксем вара час-часах пушар тухасси патне илсе çитереççĕ. Килти электропроводка юсавлăхне тĕплĕн тĕрĕслемелле.

Кăмакасен шанчăклăхĕ пирки те манмалла мар. Вĕсем ĕçленĕ чухне пăхакансăр ан хăварăр.

Хăвăр тунă электроприборсемпе пÿлĕме ăшăтма усă курни те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Мунча çуннă тĕслĕхсем те час-часах пулаççĕ. Вăл ан çунтăр тесен мăрйи мачча витĕр тухнă çĕрте кирпĕчрен пулмалла, сарлакăшĕ — 38 сантиметр. Мунча тăрринчи мăрье хушшине те çулăмран сыхламалла. Мăрье йывăç каштасене е хăмасене лексе ан тăтăр. Унти электропроводкăна кабельпе кĕртсен аван е темиçе хутлă изоляциллĕ пултăр. Мунча тулашĕнче автоматлă предохранитель пулсан вырăнлă. Вăл электропроводкăран пушар тухасран сыхлĕ.

Инкек ан пултăр тесе районта пурăнакансене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма ыйтать надзор тата профилактика ĕçĕсен пайĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Тăвай енре 13 пушар пулнă.

Хăрушсăрлăх хамăртан нумай килнине асра тытăр пурте. Асăрхануллă пулăр.  Вут-кăвар тухсан «01» е «101» (мобильнăйĕнчен) номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Поделиться:
Распечатать