1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
22 октября 2021 г. 16:30

QR-кодпа усă курасси, ачасен кĕрхи канăвĕ

Чăваш Енре кăшăл вируса хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен Оперативлă штабăн ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев йĕркелесе ертсе пынă. «Енчен те лару-тăру ырă енне улшăнмасан, чирлекенсен йышĕ ÿссех пырсан, халăх пăшăрханма пуçласан, хăш-пĕр районсемпе хуласенче, предприятисемпе организацисенче йĕркене пăхăнмаççĕ пулсан, хушма чарусем йышăнма тивĕ»,—тенĕ регион Пуçлăхĕ сăмаха пуçарнă май.

Апла пулсан, пурин те тимлĕ пулмалла, сывлăха упрассишĕн тăрăшмаллах. Пĕтĕмпе 2500 ĕçлекен предприяти, вĕсенчен 1140-шĕ кăна ĕçлеме ирĕк илме заявка çырнă. Чи лайăх ĕçлекенсем культура учрежденийĕ-сем. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене тĕпрен тĕрĕсленĕ, вĕсем çĕнĕ йĕркесене пăхăнса ĕçлесе пыни куç кĕрет. Обществăлла апатлану вырăнĕ- сенче çитменлĕхсем юлнă-ха. Ыйтăва Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Столярова уçăмлатнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, асăннă сферăра 20 пин ытларах çын вакцинациленнĕ, кăтарту 52 процентпа танлашать.

ЧР информаци политикин министрĕ Кристина Майнина хăйĕн сăмахĕнче çÿлерех палăртнă çĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕн каласа ăнлантарнă. QR-кодсем çинчен хыпарсем кулленех халăх патне çитернине пĕлтернĕ, Плэй Маркет приложени qrĕcapĕru сайтĕнче те пуррине, унта заявка памалли форма вырнаçтарнине, организацисем вĕсемпе усă курма пултарнине асăннă.

Тĕрĕслев тытăмне хутшăнма кăмăл туман организацисене тĕплĕн тишкерме, вĕсен ĕç-хĕлне пăхса тухма каланă Олег Николаев. Обществăлла апатлану вырăнĕсенче тăрăшакансен уйрăмах тимлĕ пулмалла, вĕсем çынсемпе тÿр-ремĕнех ĕçлеççĕ, кунта шăпах та чир-чĕр алхасас хăрушлăх пысăк пулма пултарать. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем ачасен кĕркуннехи канăвĕ пирки те сÿтсе явнă. Çитес эрне пуçламăшĕ тĕлне Чăваш Республикин вĕренÿ Министерствине ачасен кĕркуннехи кану тапхăрне ÿстерес пирки кирлĕ пек йышăну пăхса хăварма сĕннĕ. «Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа ачасен каникул пуçланать. Вĕсен тепĕр тăватă кун çитес уявсене пула хушăнать. Тен, икĕ эрнелĕхе тÿрех канăва кайма йышăнмалла. Ĕçе кун пек йĕркелесен, чир-чĕре парăнтарма та меллĕрех пулĕ»,—тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче, ытти регионсемпе танлаштарсан, COVID-19-тан асăрханса чылай çын хăй ирĕкĕпех прививка тутарать. Ун пеккисен шучĕ эрнесерен ÿссех пырать.

«Анчах чир лăпланмасть, тен, хушма çĕнĕ мерăсем йышăнма та тивĕ», — тенĕ регион Пуçлăхĕ.

Поделиться:
Распечатать