1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
22 октября 2021 г. 16:36

Шкул столовăйĕ çĕнелчĕ

Шкулсенче ачасен апатланăвне мĕнле йĕркеленинчен вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ тата сывлăхĕ килни пирки никам та иккĕленмест. Мĕншĕн тесен ача тутă пулсан, унăн вĕренес туртăмĕ те пысăк ĕнтĕ. Çакна столовăй ĕçченĕсем лайăх чухлаççĕ.

Тăрмăшри вăтам шкул столовăйĕ кăçалхи вĕренÿ çулĕ валли тĕпренех çĕнелсе улшăнчĕ. Çутă сăрăпа сăрланă, таса та илемлĕ, хăтлă столовăя кĕме те кăмăллă.

Пĕлтĕр шкул столовăйĕ çĕнĕ оборудованипе пуянланчĕ. Мармит çинче апат яланах ăшă тăрать. Пароконвентоматрпа пĕçернĕ котлечĕ те, пулли те ăшаланинчен тутлăрах та, усăллăрах та. Столовăйра урайне çĕнĕ плиткăсем сарчĕç, ваннăна, раковинăсене, пушар сигнализацине, светильниксене, алăксене ылмаштарчĕç. Шыв ăшăтмалли хатĕр лартса пани те питĕ лайăх, мĕншĕн тесен ачасем алла ăшă шывпа çума пултараççĕ. «Унччен шыв сивĕччĕ те, алăсене çăвас та килместчĕ»,—тесе аса илеççĕ ачасем. Ăшă системине çĕнĕрен тунă хыççăн столовăйра питĕ ăшă.

Шкулта вĕренекен 135 ача 1-мĕш, 2-мĕшпе 3-мĕш уроксем хыççăн вĕри апат çиет. Апат хакĕ те тивĕçтерет. Шкул сайтĕнче ятарлă баннер пур. Унта ашшĕ-амăшĕ апат хакне те, мĕн çитернине те пĕлме пултарать. 1—4-мĕш класра вĕренекен 61 ача кăнтăрлахи апата тÿлевсĕр çиет. Нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенче ÿсекен ачасене патшалăх апат хакне саплаштарса парать. Вĕсем тÿлевсĕ-рех кунне 2 хутчен вĕри апат çиеççĕ. 11 ача усă кураççĕ ку пулăшупа. Кашни ача валли апатланма 81,55 тенкĕлĕх уйăрать патшалăх. Меню 12 кунлăха тăваççĕ. Кирлĕ апат-çимĕçе Канашран илсе килсе параççĕ, аш-какайпа Геннадий Петрович Уткин, çăкăрпа «Тăвайри çăкăр» общество тивĕçтерет. Татьяна Виталь-евна Обаськина ертсе пыракан ĕçченсем хатĕрленĕ çăкăрпа булка изделийĕсене ачасем питĕ юратса çиеççĕ. Кондитер цехĕнче ĕçлекен Надежда Алексеевна Федорова пĕçернĕ кукăльсене те ачасем кăмăллаççĕ. Чăваш Республикинче «Ирхи апат — директорпа» проект йĕркеленĕ. Çак проектпа килĕшÿллĕн кашни класра ашшĕ-амăшĕ директорпа пĕрле уйăхра пĕрре столовăй мĕнле апатлантарнине тĕрĕслеме пултараççĕ. Нумаях пулмасть районти столовăй ĕçĕсене тĕрĕслесе тăракан комисси ачасене вĕри апат çитерессине мĕнле йĕркеленипе интересленнĕ. Вĕсем поварсем ачасене пахалăхлă, тутлă та техĕмлĕ апат çитернине палăртнă, поварсен ĕçне лайăх хак панă.

Столовăйра хăйсен ĕçне чунтан парăннă Лидия Викторовна Ивановапа Лариса Алексеевна Андреева поварсем тата вĕсене пулăшакан Галина Владимировна Павлова ĕçлеççĕ. Лариса Алексеевнăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çула яхăн. Лидия Викторовна Тăрмăшри вăтам шкул столовă-

йĕнче 1985 çултанпах ĕçлет, Лариса Алексеевна вара 4-мĕш çул тăрăшать. Вĕсем ачасене тутлă та сывлăхшăн усăллă вĕри апатпа тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. Вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те хĕрарăмсен ĕçĕпе кăмăллă. Ахальтен мар ĕнтĕ ачасем пурте столовăйра апатланаççĕ. Кунта Людмила Валериановна Кадикинан ĕçĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл апат-çимĕç продукчĕсене виçсе парать, хакне шутлать, меню йĕркелет. Хальхи вăхăтра коронавирус чирĕ аталаннă май поварсем санитари правилисене пăхăнса ĕçлеççĕ. Столовăйра рециркулятор çакăнса тăрать, унпа вăхăтпа усă кураççĕ. Ачасен апат çимелли вăхăтне вăрăмлатнă. Черет тăракансем валли ятарлă паллăсем тунă, чашăк-тирĕк çунă чухне микробсене пĕтермелли ятарлă шĕвек яраççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ.

Паянхи сывă ачалăх — пирĕн ыранхи пуласлăх пулнине ăнланса ĕçлеççĕ апат пĕçерекенсем.

 

Поделиться:
Распечатать