1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
22 октября 2021 г. 16:28

Сывлăха упрассишĕн тăрăшмаллах

Тăвай енре те коронавирус чирĕпе аптăранисен йышĕ ÿссех пырать. Пĕр эрне хушшинче тĕрлĕ ÿсĕмри 50 çын чирленĕ.

Пандеми пуçланнăранпа чирлисен хисепĕ 786 çынна çитнĕ. Стационарсенче 16 çын, амбулатори мелĕпе 57 çын сипленет.

— Хăрушă инфекци çулне прививка тутарни çеç пÿл-ме пултарать. Çакна пурин те шута илмелле. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне районти 3549 çын вакцинациленнĕ, унăн тулли курсне 3263 çын вĕçленĕ, 161 çын ревакцинаци тутарнă, — пĕлтерчĕç Тăвайри больницăран.

— Хальхи вăхăтра Тăвайри тĕп больницăра вакцина çителĕк-

лĕ. Грипп хăвăрт сарăлса пынă чухне ку чиртен те прививка тутармалла. Вакцинаци тутарсан кăна сывлăха упраса хăварма пулни çинчен тепĕр хут аса илтеретпĕр.

А.НИКИТИНА:

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре социаллă культура тытăмĕнчи объектсене тата общество апатланăвĕн заведенийĕсене организмăн коронавирусран хÿтĕленме иммунитет пуррине ĕнентерекен справкăпа кăна кĕртме пуçланине пĕлсе телефон çине вакцинациленнине кăтартакан QR-кода куçарса хутăм. Ăна хут çине те пичетлеме пулать. Ковидпа аптăранăранпа 6 уйăх иртменнине палăртнă е ПЦР-тестăн справкине кăтартма пултараççĕ хăшĕ-пĕрисем.

Иртнĕ кунсенче Тăвай ялĕнчи «Пельменная» кафере çынсем мĕнле апатланнипе интересленме май килчĕ. Черетрисем пурте телефон çинчи QR-кода кăтартаççĕ. Тĕрĕслев ман пата та çитрĕ. QR-кодпа усă курса пĕр чăрмавсăр иртрĕм блюдăсем суйлама.

Пысăк мероприятисене хутшăнма QR-кодсăр пуçне ПЦР-тест та кирлĕ. Вăл çын çав вăхăтра коронавируспа чирлеменнине, унăн организмĕнче инфекци çуккине кăтартать. Пулăшу паракан тытăмсенче ĕçлекен çынсен, паллах, коронавирусран прививка тутармалли çинчен манмалла мар. Унта ĕçлекенсен 60 процентран сахал мар вакцинациленмелле. Пирĕн пурин те çывăх тата ытти çынсем çинчен те кăштах та пулин шутламалла.

Поделиться:
Распечатать