1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Октябрь 2021 г.
7 октября 2021 г. 11:01

Хастартарах ĕçлемелле

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енри кафесемпе культура учрежденийĕсене малашне прививка тутарнине çирĕплетекен QR-кодпа çеç кĕртессине пĕлтернĕ. Республикăра коронавирус инфекцийĕ тĕлĕшпе лару-тăру лайăхланмасть, унпа чирлекенсен те, больницăна лекекенсен те йышĕ чакмасть. Çавăнпа мерăсене хытарма тивнĕ. «Çывăх вăхăтра культурăллă-массăллă мероприятисем ирттерессине пăрахăçламалла. Уйрăм хушу пуличчен халăх йышлă пухăнакан çакăн евĕрлĕ мероприятисем ирттерме ирĕк памалла мар»,— тенĕ Олег Николаев.

Регион Пуçлăхĕ "Чăваш Ен наци телевиденийĕн" тÿрĕ эфирĕнче вакцинацилессипе тимлĕрех ĕçлеме сĕннĕ. «Вакцинăсем çителĕклĕ, вĕсен уссине çирĕплетсе панă, анчах вакцинаци тăвасси республикăра çителĕксĕр пулса пырать»,— палăртнă вăл. Ковидран сыхланма цифра сервисĕсене ĕçе кĕртсе вĕсемпе хастартарах усă курма кирлине каланă. Цифра министерствине коронавирусран вакцинациленнĕ çынсем валли мобильлĕ сарăм (приложени) е сервис хута яма сĕннĕ.

«Коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чармашкăн пирĕн ирĕксĕрех чару мерисем йышăнма тивет. Енчен те çынсем тÿлевсĕр майсемпе хÿтĕ-ленме тăрăшмаççĕ пулсан, ахăртнех çакăн пек меслет усă парĕ»,— тенĕ.

Халĕ республикăри больницăсен койка фончĕн 30 процентне ытла пациентсене коронавирус инфекцийĕнчен сиплеме явăçтарнă. Иртнĕ эрнере кăна çак тĕллевпе тепĕр 300 койка хушма тивнĕ. Чăваш Енĕн сывлăх сыхлав министерствин васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан больницине те тепĕр хут ковид-госпиталь тĕллевĕпе усă курма тытăннă. «Анчах эпир çынсене ытти енĕпе тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парассине те начарлатма пултараймастпăр»,—палăртнă республика Ертÿçи.

Çакăнпа пĕрлех республикăра халăха прививка тăвассипе малалла тимлеççĕ. Çак тĕллевпе вакцинаци пункчĕсем, мобильлĕ пунктсемпе бригадăсем ĕçлеççĕ.

ШУХĂШ

Наталия ИВАНОВА, Тăвай ялĕ:

— Районта коронавируспа чирлекенсем чакманни мана вакцинаци тума хистерĕ. Хам пĕлекен çынсем коронавирус чирне йывăррăн парăнтарни, вилнисем те пулни тата çемьене вирус лексе шар кăтартасси те хăратрĕ. Прививка тутарнăранпа икĕ уйăха яхăн иртрĕ. Малтанах «Гам-Ковид-Вак» вакцинăпа укол тунă хыççăн ÿт температури кăшт ÿсрĕ, вăй чакнине туйрăм. Иккĕмĕшне аванах чăтса ирттертĕм. Эп ĕçлекен коллективра, ĕçлев центрĕнче, пурте прививка тутарчĕç. Вакцинациленнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Пачах урăхла, çав самантран хама чиртен хÿтлĕхре, лăпкă туятăп. Пурне те прививка тутарма сĕнес килет.

Поделиться:
Распечатать