1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 18 Апрель 2024 г.
7 октября 2021 г. 18:34

«Коронавируса пĕрле чарар!»

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлнине пула чару мерисене ăнланса йышăнма тата халăха вакцинациленме ыйтас тĕллевпе иртнĕ кунсенче тÿрĕ эфира тухнă.

«Коронавируса пĕрле чарар!» ятпа иртнĕ тÿрĕ лини. Олег Алексеевич хăй çак чиртен прививка тутарнине пĕлтернĕ: «Вакцинациленнĕ. Ку çу уйăхĕнче пулчĕ. Пурне те çакна тума сĕнетĕп, мĕншĕн тесен халĕ эпир коронавирусран прививка тутарса çеç хÿтĕленейретпĕр. Стационарта сипленекен 2900 ытла çынран 95 проценчĕ прививка тутарман. Çакă чир ытларах вакцинациленмен çынсене ураран ÿкернине кăтартать. Коронавирусран вилнĕ çынсен 98 проценчĕ вакцинациленмен».

—Çурла уйăхĕнче республикăра гриппа чирленĕ тĕслĕхсем шута илнĕ, çавна май лару-тăру тата йывăрланать. Пĕлтĕр грипп пулман, çынсене коронавирусран ОРВИ-рен сипленĕ. Çын харăсах коронавируспа тата гриппа чирлесен вăл çакна мĕнле чăтса ирттернине эпир хальлĕхе пĕлместпĕр,—калаçăвне малалла тăснă Республика Пуçлăхĕ.

Вирус пĕрмай улшăнать. Çĕнĕрен те çĕнĕ штамсем сарăлаççĕ. Раççейре халь тăтăшах тупса палăртаканни — «дельта», анчах вăл 2—3 уйăх каялла пулнă пекки мар, урăхлараххи. Çамрăксем, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ытларах аптăрама тытăнчĕç. Çын чирлесен сывлăхĕ питĕ хăвăрт хавшанине палăртмалла. Симптомсене туйма пуçласан тепĕр талăкранах реанимацие лекме пултарать. Прививка тунă çынсем чире çăмăлрах чăтса ирттереççĕ. Вакцина коронавирусран тĕппипех хÿтĕлемест.

Коронавирус сарăлнине пула чарусем йышăннипе кафе-ресторанта корпорацисем, банкетсем ирттерме юрамасть. Зала 70 процентран ытларах тултарма чарнă. Çывăх вăхăтра обществăллă апатлану предприятийĕсене, культура учрежденийĕсене QR-код пуррисене кăна кĕрте пуçлĕç. Республикăна «Спутник V», «Спутник Лайт», «ЭпиВакКорона» тата «КовиВакКорона» вакцинăсем кÿрсе килнĕ.

Лару-тăру япăхланнипе культурăпа массăллă мероприятисене ирттерме чарнă. Çынсем урамра пухăнсан вирус ирĕклĕнех çÿрет. Сивĕрех çанталăкра çынсем шăнаççĕ. Хальхи вăхăтра пурин те асăрхануллă пулмалла.

Вакцинаци тăвасси те малалла пырать.

ШУХĂШ

А.НИКИТИНА, редакци ĕçченĕ:

Сывлăх — чи хаклă пуянлăх. Прививка тутарсан кăна эпир сывлăха упрама пултаратпăр, çывăх тата ытти çынсене хăрушлăха кĕрсе ÿкме памăпăр.

Вăраха кайнă чир пур пулин те, икĕ уколне те çăмăллăн ирттертĕм. Вакцинацин 2-мĕш уколне эпĕ июль варринче тутартăм. Прививка хыççăн, организмра пулма пултаракан паллăсене шута илсе, хама маларах хатĕр-леме пуçларăм. Прививка тутарнăранпа лăпкăлăх хуçаланать халь чун-хавалта, сыхлăх пирки те манмастăп çав вăхăтра.

Енчен те малтанхи хăрушсăрлăхлă пурнăç патне хăвăртрах таврăнас тетпĕр пулсан, чирпе пурте пĕрле кĕрешер.

Поделиться:
Распечатать