1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
7 октября 2021 г. 18:07

Перепись

Н.СОРМОВ, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Çитме йывăр тата аякри районсенче — Бурят, Дагестан, Саха (Якути) республикисенче, Хабаровск крайĕн-че, Магаданпа Свердловск облаçĕ-сенче иртнĕ июльте çырав. Красноярск крайĕнче, Иркутск тата Свердловск облаçĕсенче, Ненец, Ямалпа Ненец тата Ханты— Мансийск Югра — автономи округĕсенче — августра. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕччен цифра технологийĕсемпе усă курса ытти çĕрте те иртет çырав. Унăн тĕп çĕнĕлĕхĕ— Раççейре пурăнакансем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче кашни хăй тĕллĕн электронлă çырав листисене тултарма пултарни. Çыравçăсем хваттерсемпе çуртсене ятарлă программăллă планшетсемпе каяççĕ. Пĕтĕмпе 33 ыйтăва хуравлама тивĕ. Çав шут-ра 23-шĕ социаллă пурнăçпа демографипе çыхăннисем — хăш чĕлхе тăваннине палăртнинчен пуçласа миçе ача пулни таран. Тата 10 ыйту пурăнмалли условисемпе çыхăннă: хваттер лаптăкĕ, çуртра интернет пурри е çукки тата ытти те. Эпир паракан тулли тата тĕрĕс кăтартусем çĕршыв ертÿçисене тĕплĕ шухăшласа тĕрĕс йышăнусем тума пулăшĕç. Хамăр халăхăн чăн портречĕ питĕ кирлĕ те пире.

Çырав пĕтĕмлетĕвĕ кашни çемьен, нацин тата пĕтĕм çĕршывăн иртнĕ çырав хыççăнхи çул-йĕрне тишкерсе хак пама, хамăрăн çивĕч ыйтусене, ÿсĕмсене, аталанăвăн çĕнĕ тĕллевĕсене палăртма май парĕ. Пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ социаллă пулăма хутшăнса халăх историйĕнче палăрса юлăпăр çапла.

Поделиться:
Распечатать