1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
7 октября 2021 г. 11:05

Пĕлÿ паракансене — пысăк чыс

Пирĕн пĕрлехи тĕллевĕмĕр — юратнă республикăпа Тăван çĕршывăмăр ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме хатĕр, ăслă-тăнлă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă, конкуренци пултаруллăхĕллĕ тата яваплă çынна пăхса çитĕнтересси.

Хальхи саманара тивĕçлĕ, паха тата юрăхлă пĕлÿ — асăннă сферăри патшалăх политикин тĕп принципĕ. Чăваш Ен правительстви вĕрентÿ ĕçĕпе кăсăклансах тăрать, ăна хăтлă тăвас тесе пысăк программăсем пурнăçлать.

Чăваш Енре талантлă воспитательсемпе педагогсем йышлă, вĕсем хăйсен пĕлĕвне ачасене параççĕ, çитĕнекен ăру ăнăçăвĕсемшĕн чунтан савăнаççĕ. Çакна туйма питĕ кăмăллă. Шăпах асăннă професси суйласа илнисем ачасене лайăх çын пулса çитĕнмелли никĕс хываççĕ.

Тăвай енре пурĕ вунă шкулпа ултă шкулчченхи учреждени ĕçлет. Вĕсенче 39 воспитательпе 150 педагог вăй хурать. Юлашки çулсенче профессиллĕ уявне пĕрле палăртассине йăлана кĕртнĕ вĕсем. Кăçал, коронавирус инфекцийĕнчен асăрханса, ĕçре палăрнă воспитательсемпе педагогсене чыслама кăна пухăнаççĕ çитес тунтикун.

«Сире сăваплă ĕçĕршĕн, профессие юратнишĕн тата парăннишĕн, ачасене чун ăшшине парнеленĕшĕн чунтан тав тăватăп!»— тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ача сачĕн ĕçченĕсене тата шкул çулне çитмен ачасене пĕлÿ панă ветерансене саламланă май.

Пĕлÿ кунĕнче район администрацийĕн Хисеп грамотипе Тăвай енри И.Федотова, О.Илларионова, М.Андреев, Н.Ефремова, О.Ильина (Тăвайри шкул), Н.Майраслова (Енĕш Нăрваш), С.Колбасова (Тушкил), А.Владимирова (Йăнтăрчă), В.Иванова (Чутей) вĕрентекенсене (сăн ÿкерчĕкре) чысланă, çăмăл мар ĕçĕсенче ăнăçусем суннă.

Поделиться:
Распечатать