1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
7 октября 2021 г. 11:02

Прививка тутарни çеç хÿтĕлĕ

Район территорийĕнче коронавирус енĕпе лару-тăру лайăхланмасть-ха. Пĕр эрне хушшинче тĕрлĕ ÿсĕмри 34 çын чирленĕ, вĕсен шутĕнче — вĕренекенсем те, пенсионерсем те, ĕçлекенсем те пур. Пандеми пуçланнăранпа чирлисен хисепĕ 686 çынна çитнĕ. Хальхи вăхăтра стационарсенче 16 çын, амбулатори мелĕпе 38 çын сипленет.

«Хăрушă инфекци çулне прививка тутарни çеç чарма пултарать. Çакна пурин те шута илесчĕ. Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне 3292 çын вакцинациленнĕ (иртнĕ эрнере 3250 пулнă), унăн тулли курсне 3081 çын (3042 çын) вĕçленĕ»,— пĕлтерчĕ тĕп врачăн çумĕ Татьяна Игнатьева.

Куратпăр, пĕр эрне хушшинче прививка тăвакансем сахалланнă пулсан, хăрушă вируса çаклатнисем чылай ÿснĕ. Илес пулсан, авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче, сăмахран, районта 4 çын кăна прививка тутарнă. Ураскассинчи ФАПра мобильлĕ бригада çитиччен халăх чылай пуçтарăннине палăртрĕ Татьяна Дмитриевна. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче ăнлантару ĕçне кирлĕ пек йĕркелемен. Çавна май çирĕплетнĕ график те улшăнать.

 

 

Поделиться:
Распечатать