1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
7 октября 2021 г. 11:07

Шкул тата унăн учителĕсем

Енĕш Нăрваш шкулĕнчи учительсен коллективĕ ĕçри ăсталăхĕпе яланах çÿллĕ шайра тăнă. Ялти шкулта мăшăрсем, унтан вĕсен ачисем ĕçленĕ тĕслĕхсем сахал мар. 1874 çулта ялти чиркÿ прихучĕн шкулĕнче Моисей Тимофеевич Тимофеев (сăн ÿкерчĕкре) ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтра учительсем çитмен, çавăнпа та И.Я.Яковлев Кăнна Кушкинчи 1 класлă училищĕрен вĕренсе тухнă çамрăка Енĕш Нăрваша янă. Вăл вара асăннă шкулта 1921 çулччен ĕçленĕ, 1880 çулхине экстернат шучĕпе Чĕмпĕрти чăвашсен шкулне вĕренсе пĕтернĕ. 1887 çулта ĕçри пархатарлăхшăн Александр хăйăвĕ çинчи кĕмĕл медале тивĕçнĕ. 1897-1924 çулсенче ашшĕпе юнашар хĕрĕ А.М.Тимофеева Енĕш Нăрвашра учительте тăрăшнă. 1924-1945 çулсенче Тăвайри шкулта заведующинче ĕçленĕ, РСФСР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ ята тата Ленин орденне илме тивĕç пулнă.

1927-1956 çулсенче вырăс чĕлхи учителĕнче (Ураскасси ялĕнчен) Дмитрий Самуилович Самуилов тăрăшнă, вăл директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ те пулнă. Мăшăрĕпе юнашар 1927-1955 çулсенче кĕçĕн классене С.М.Самуилова вĕрентнĕ. Д.Самуилов Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав тата «Хисеп Палли», С.Самуилова «Хисеп Палли» орденсене тивĕçнĕ.

Шкул историйĕнче тарăн йĕр хăварнă Майрасловсене районта та лайăх пĕлеççĕ. Кил пуçĕ Сергей Петрович математика тата физика предмечĕсене вĕрентнĕ, директор çумĕ те пулнă. Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕ Хĕрлĕ Çăлтăр ордена, вĕрентÿри çитĕнÿсемшĕн «Чăваш АССР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ» ята, «Халăха вĕрентес отличникĕ» паллăна тивĕçнĕ. Унăн мăшăрĕ Александра Васильевна, кĕçĕн классен учительници, аслă классенче тăван чĕлхепе истори урокĕсем ирттернĕ. «Чăваш АССР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ», «РСФСР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ» ятсемпе, «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа тата медальсемпе чысланă ăна.

Вĕсен династине малалла тăснă ывăлĕ Михаил Сергеевич математика тата информатика учителĕнче ĕçленĕ, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тата РФ Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Мăшăрĕ Надежда Петровна мĕн канăва тухичченех вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса яланах çĕнтерÿçĕсен шутĕнче пулнă вăл. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятпа тата РФ Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине парса чысланă ăна та.

Майрасловсен хĕрĕ Валентина Сергеевна ялти шкулта ĕç çулне пуçланă, виçĕ çул ачасене математика вĕрентнĕ.

Шкулта ĕçлесе чыс-сум çĕнсе илнĕ тепĕр учитель вăл — Гурий Миронович Миронов. Вăл историпе географи предмечĕсене вĕрентнĕ, 1946-1956 çулсенче директорăн йывăр лавне туртнă. Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕ çитĕнÿсемшĕн «Ĕçре палăрнăшăн» медале тивĕçнĕ. Унăн мăшăрĕ Елизавета Егоровна Егорова мĕн пенсие тухичченех хими предметне вĕрентнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе пĕрле «Паттăрлăхшăн», «Берлина илнĕшĕн» тата ыттисене тивĕçнĕ.

Шкул историйĕ пирки калаçнă майăн, Егоровсен династине асăнмасăр иртме çук. Петр Егорович Егоров шкулта физкультура, историпе обществоведени предмечĕсене вĕрентнĕ. 1972-1981 çулсенче шкул директорĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пынă. Вăл тăрăшнипе шкул çурчĕ çумне пысăк калăплă спортзал çĕклесе лартнă. Вăрçă участникĕн «Çапăçури паттăрлăхшăн» медалĕ çумне «Ĕçре палăрнăшăн» медаль хушăннă.

Унăн мăшăрне Александра Григорьевнана, вырăс чĕлхипе литература учительне, «Ĕçре палăрнăшăн медаль парса чысланă. Вĕсен ачисем — Елена Петровна истори, Артем Петрович физкультура учителĕнче ĕçленĕ.

Вĕрентÿ ĕçĕнчи тăрăшулăхшăн чылай педагога тĕрлĕ наградăсемпе палăртнă. Акă, Галина Ивановна Иванована, биологи учительне, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят тата «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллă парса хавхалантарнă. Нина Алексеевна Данилова — «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ». Нумай çул математика вĕрентнĕ. Иулина Сергеевна Кирилловапа Алевтина Алексеевна Ефимова «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» тата «СССРти вĕрентÿ отличникĕ» паллăсене хăйсен ăсталăхĕпе тивĕç пулнă. Çавăн пекех Майя Дмитриевна Арестовапа Владимир Васильевич Петрова «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа чысланă.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн хими учительне Л.К.Ванеркене (вăлах шкулти библиотекăра та ĕçленĕ) «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă. Шкулти чылай ĕçсене РФ вĕрентÿ Министерствин Хисеп грамотипе наградăланă, вĕсен шутĕнче — Валентина Васильевна Лукина, Любовь Владимировна Данилова. ЧР пуçлăхĕн алла çыхмалли ятарлă сехетне Галина Ивановна Кузьмина тивĕç пулнă.

Çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленĕ учительсем сахал мар. Вĕсен шутĕнче К.Т.Тихонова, О.А.Кондратьева, В.И.Ломоносов, М.А.Лукина, Ф.В.Моисеева, Ю.П.Арестов, А.П.Егоров, В.К.Ситянов, Л.Н.Ситянова В.Н.Васильев, В.В.Заплаткин, К.В.Петров тата ыттисем тĕрлĕ грамотăсене тата тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Пурте çапла тăрăшнăран ĕнтĕ чĕрĕк ĕмĕр каялла, 1996 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче, Енĕш Нăрваш шкулне ЧР Президенчĕн Н.Ф.Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысланă.

Енĕш Нăрваш шкулĕнче ĕçленĕ, каярахпа Тăрмăш, Тăвай, Элпуç шкулĕнче вĕрентÿ ĕçĕсене малалла тăснă учительсене те асăнса хăварас килет: Г.В.Васильев, А.Д.Дмитриев, М.М.Серова, Е.В.Григорьева, И.И.Иванов, Г.Н.Павлов, Е.А.Александрова, Н.М.Иванова, В.К.Терентьева, Н.С.Семенов, Е.Д.Дмитриев, М.А.Михайлов тата ыттисем те.

Ялти шкулта педагогика ĕçне пуçăннă чылай учитель Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти шкулсенче малалла тăснă çак пархатарлă тивĕçе.

Пурне те сире, хаклă учительсем, çывхарса килекен Енĕш Нăрваш шкулĕн 150 çулхи юбилейĕ тата вĕрентекенсен кунĕ ячĕпе ырлăх-сывлăх, ĕçре е канура ăнăçу та телей сунатăп.

331 13

Поделиться:
Распечатать