Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ çурт-йĕре хутса ăшăтмалли сезона тĕплĕ хатĕрленме чĕнсе калать. Ку вăл ытахальтен мар. Статистика даннăйĕсем тăрăх, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта йăлара пушарсен хисепĕ икĕ е виçĕ хут та ÿсет. Мĕнпур пушарсенчен 80 проценчĕ таран вара çынсен харпăр кил-çурчĕсемпе нумай хваттерлĕ çуртсенче тухать.
Апла пулин те, пур çын та пушар хăрушлăхне кирлĕ пек тарăннăн ăнланса илме тăрăшмасть тата ку тĕлĕшпе хăрушсăрлăхăн чи ансат требованийĕсене те пăхăнмасть.
Сивĕсем пуçланнă май, ăшăтмалли приборсемпе нумайăн усă курма тытăннă пирки электросете йывăр тивет. Çавна пула изоляци пăсăлать тата кĕске замыканисем пулаççĕ, çаксем вара час-часах пушар тухасси патне илсе çитереççĕ. Çавăнпа килти электропроводка юсавлăхне тĕплĕн тĕрĕслени кирлĕ. Пĕр вăхăтрах кăмакасен шанчăклăхне те тĕрĕслесе пĕлмелле, кирлĕ пулсан, çурăлнă вырăнсене сапламалла тата тĕтĕм çулĕ-сене хăрăмран тасатмалла. Харпăр хăй ăсталанă ăшă паракан приборсем уйрăм тимлĕх ыйтаççĕ. Укçа перекетлес тĕллевпе тунă çакнашкал приборсемпе агрегатсем хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине самантлăха та ан манăр.
Яланах тимлĕ пулăр. Хăрушсăрлăх хăвăртан нумай килнине асрах тытăр.
Çакна та пĕлсе тăрăр: пушар хуралĕн телефонĕ «01» е «101» (мобильнăйĕн-чен).
Пирĕн районта кăçал паянхи куна 13 пушар тухнă. Вĕсен тĕп сăлтавĕ-
сем — халăх вут-çулăмпа асăрханусăр пулнинче, юсавсăр электрооборудованисемпе усă курнинче, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене вырнаçтарас йĕркесене пăхăнманнинче.