1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
7 октября 2021 г. 18:23

Вĕрентекенсене хавхалантарнă

Районти шкулчченхи учрежденисенче ĕçлекенсен уявне тата вĕрентекенсен кунне паллă тума иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пысăк залĕнче пухăнчĕç. Коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен упранса тĕрлĕ наградăсем илме тивĕçлисем кăна пулчĕç унта.

Малтан педагогика ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, унăн заместителĕ — вĕренÿ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов, РФ вĕренÿпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн Тăвай районĕнчи организацийĕн председателĕ Валентина Белова саламларĕç. Вĕсем педагог профессийĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç, ăнăçура çирĕп сывлăх сунчĕç.

РФ çутĕç министерствин Хисеп грамотине — Ираида Николаевапа (Тăвай) Галина Никонована (искусствăсен шкулĕ), Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнипе хатĕрленĕ асăну медалĕпе Римма Гуринапа (районти ветерансен канашĕн председателĕ) Владимир Шакрова (Тăвай) чысланă. Галина Васильева (Йăнтăрчă), Ольга Жарковапа Светлана Жаркова (Мучар), Инна Краснова (Тĕмер), Наталия Неофитовапа Марина Никифорова (Тăвай). Валентина Шакрова (Тăвай) район администрацийĕн Хисеп грамотиллĕ пулчĕç. Вĕренÿ пайĕн Хисеп грамотине Людмила Краснована (Тĕмер), Анна Михайлована («Радуга»), Евгения Пушаевана (Тăвай), Валентина Шибалована (Мучар) панă.

РФ вĕренÿпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн, Чăваш Республикин Комитечĕн Хисеп грамотипе — Раиса Илларионована (Йăнтăрчă), Татьяна Иванована (Тăвай), Людмила Кондратьевана (аналитика центрĕ), Анжелика Петрована (вĕрентÿ пайĕ), Наталья Потапована (Тăвай), Татьяна Потапована (вĕрентÿ пайĕ), Лариса Фоминапа Анна Федорована («Радуга») вара РФ вĕренÿ-пе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн Тăвай районĕнчи организацийĕн Хисеп грамотипе хавхалантарнă.

Тăвайри искусствăсен шкулĕн «Тайна» ансамблĕ хăйсен пултарулăхĕпе уява илем кĕртнĕ.

 Савён пекех учитель-ветеран Ольга Федоровна Шишова  та хаçат урлă саламланă:

Хисеплĕ вĕрентекенсем, вĕренекенсем,

Сире пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа тата учительсен уявĕпе саламлама ирĕк парсамăр.

Ăнăçу, пысăк çитĕнÿсем сунатăп. Чăтăмлăх, тăрăшулăх яланах сирĕнпе пулччăр. Вера Михайловна Кириллована шкулăн йывăр лавне нумай çул ăнăçлă малтисен ретĕнче туртса пынăшăн тав сăмахĕ калас килет. Унăн шкулта ĕçлеме пуçлани 40 çула яхăн та пулчĕ пулĕ. Тивĕçлипе канăр, хисеплĕ Вера Михайловна! Тавтапуç сире, пире аслă ăрури вĕрентекенсене яланах пулăшса, шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса тăнăшăн. Савăнатпăр, мухтанатпăр сирĕнпе. Шкула та пулăшсах пырăр. Эсир — пирĕншĕн, аслă ăрурисемшĕн те, çамрăккисемшĕн те чĕрĕ тĕслĕх.

Çамрăк вĕрентекенсем, Тăвай шкул чысне яланхи пекех çÿлти шайра тытăр, унăн хисеплĕ ячĕ малтисен ретĕнче пултăр.

Евгений Николаевич, сирĕнте — пысăк шанчăк. Тăвай шкул чысне малашне те çÿллĕ шайра тытма тăрăшăр, вĕрентекенсем сире пулăшса пырсан вара, ăнăçу пулĕ.

Поделиться:
Распечатать