1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Октябрь 2021 г.
7 октября 2021 г. 18:13

Енĕш Нăрваш шкулĕн чысĕпе мухтавĕ

Вĕсем шкул директорĕнче ĕçленĕ

Енĕш Нăрваш шкулĕнче тĕрлĕ çулсенче шкул заведующийĕнче тата директорĕнче ĕçленĕ:

Борис Кононович Торопов (1871—1874 ç.ç.);

Моисей Тимофеевич Тимофеев (1874—1921);

Николай Лукич Юшунев (1923);

Александр Кузьмич Кузьмин (1923—1924);

Александр Владимирович Владимиров (1924—1933);

Дмитрий Самуилович Самуилов (1933—1938);

Михаил Михайлович Шувалов (1938—1942);

Павел Алексеевич Алексеев (1942—1944);

Николай Дмитриевич Краснов (1944—1945);

Иван Михайлович Ашмарин (1945—1946);

Гурий Миронович Миронов (1946—1956);

Григорий Афанасьевич Афанасьев (1956—1961);

Алексей Михайлович Симулин (1961—1963);

Петр Васильевич Моисеев (1963—1966), (1968—1972);

Петр Егорович Егоров (1966—1968), (1972—1981);

Иван Николаевич Николаев (1981—1984);

Владимир Васильевич Петров (1984—2002);

Олег Витальевич Ярмулин (2002—2011);

Галина Федоровна Степанова (2011—2016);

Валерий Иванович Ильин (2016—2020);

Надежда Анатольевна Константинова (2020 çултан ĕçлеме пуçланă).

 

Ялти шкултан тĕрлĕ çулсенче нумай паллă çын вĕренсе тухнă. Вĕсен шутĕнче — Моисей Спиридоновпа Никита Сверчков, Павел Меркурьев художниксем, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, Степан Максимов композитор, Хумма Çеменĕ писатель, Дмитрий Данилов — искусство çынни, Алексей Майраслов, Василий Кузьмин, Григорий Спиридонов скульпторсем, Сергей Артемьев, Илья Дмитриев, Иван Алексеев, Борис Миронов, Феофан Самуилов, Виталий Самуилов, Яков Самуилов, Станислав Андрианов — тĕрлĕ наукăсен докторĕсем, Тимофей Парамонов композитор-фольклорист тата ыт.те.

Вĕсем çинчен Тăвай районĕн тата Енĕш Нăрваш ялĕн энциклопедийĕсенче çырса кăтартнă. Ялти сумлă çынсем çинчен Енĕш Нăрвашри музейра та чылай материал упранать.

Шкулăн 150 çулхи юбилей кунĕсенче пĕтĕм хăнасене пĕлÿ çуртне тата ялти музея хапăл туса хăнана йыхравлатпăр.

Поделиться:
Распечатать