1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
12 ноября 2021 г. 17:44

Патшалăх порталĕнче тăснă

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн электронлă анкетисене кашни харпăр хăй тĕллĕн ноябрĕн 14-мĕшĕччен тултарма пултарать. Онлайн çырав сывлăхшăн хăрушсăр тата питĕ меллĕ.

Аса илтеретпĕр, маларах онлайн çырава ноябрĕн 8-мĕшĕнче вĕçлеме пăхнăччĕ. Ноябрĕн 14-мĕшĕнчен çыравçăсем урлă кăна хăв çинчен пĕлтерме май пурччĕ.

Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн (ООН) статистика пайĕ мĕнпур çĕршывсене дистанци мелне анлăрах сарма тата çынсене онлайн çырава хутшăнма хавхалантарма сĕнет.

Космоса çитнĕ

Раççей-орбитăри космонавтсене çырăнтаракан тĕнчери пĕртен-пĕр çĕршыв. Ноябрĕн 2-мĕшĕнче çакнашкал пулăм çĕршыв историйĕнче виççĕмĕш хут пулнă.

Çĕр планета çинче пурăнакан çитмĕл миллион ытла çынпа пĕрле МКС экипажĕ халăх çыравне хутшăннă – Петр Дубов тата Антон Шкаплеров космонавтсем. 400 çухрăм çÿллĕшĕнчен вĕсем Вĕçевсене йĕркелекен центрпа ятарлă çыхăну сеансĕ вăхăтĕнче Раççей статистикин ĕçченĕн ыйтăвĕсене хуравланă.

Çакнашкал пĕрремĕш пулăм 2002 çулта иртнĕ - ун чухне вĕçевре Федор Юрчихин, Олег Скрипочка тата Александр Калери космонавтсем пулнă. 2010 çулта – Валерий Корзун, Сергей Трещев, каллех Федор Юрчихин, вăл вара иккĕмĕш хут Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне орбитăран хутшăннă.

Иртнĕ çулсенче космонавтсен хуравĕсене хут листасем çине çырнă. Хальхинче вара Раççей статистикин Вĕçевсене йĕркелекен центра ятарласа пынă ĕçченĕ вĕсене хамăр çĕршывра туса кăларнă «Аврора» тытăмлă электронлă планшетсене кĕртнĕ. Космонавтсем ыттисемпе пĕрешкел ыйтусенех хуравланă: çемье пирки, чĕлхесене пĕлни тата вĕсемпе усă курни, хăш наци çынни пулни, вĕренÿ шайĕ тата ытти те.

Уйрăммăн илсен, Антон Шкаплеров вырăс чĕлхипе усă курнине пĕлтернипе пĕрлех акăлчан чĕлхине пĕлнине те каланă. Унпа вăл куллен усă курать. Вăл белорус çынни, пурăнмалли майсен çăлкуçĕ - ĕç укçипе пенси.

Петр Дубов «авланман» тенĕ, ку таранччен вăл пĕрре те мăшăрланман. Вăл вырăс. Вырăс тата акăлчан чĕлхисемпе усă курать, унсăр пуçне, программăлакан темиçе чĕлхе пĕлет. «Пур чĕлхипе те куллен усă куратăп», — тенĕ вăл.

«Пирĕн çĕршыв пуянлăхĕ вăл – халăх. Çырав вара ун пирки туллин пĕлтерекен паянхи ÿкерчĕк. Вăл çĕршывăн культура, этнос тата чĕлхесен хăйнеевĕрлĕхне яр-уççăн кăтартса парать. Атьăр-ха, çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе хутшăнар», - çапла чĕнсе каланă Антон Шкаплеров.

«Хамăр çĕршывра пурăнакансене эпир пурне те кăшт вăхăт тупса хăйсен ячĕсене хальхи Раççей историне кĕртсе хăварма сĕнетпĕр. Çырава онлайн майпа та хутшăнма пулать, ку вара чылай çыншăн питĕ меллĕ», - тенĕ Петр Дубов.

Çырав вĕçленсе пырать

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕччен пырать. Çыравра çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Унта виçĕ майпа (ыйтусене Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă хуравласа, ятарлă участока çитсе е çыравçа киле пырасса кĕтсе) хутшăнаççĕ çынсем. Çемьери пĕр çын ытти пурăнакансемшĕн те хуравлать. Пурĕ 33 ыйту.

Тăвай енре юлнă кунсемпе усă курса, 25 çыравçă хăйсен тивĕçĕсене лайăх шайра пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Кил хуçалăхсене çитĕç, участоксенче йышăнĕç, информацисене планшетлă компьютер çине кĕртессине вĕçлĕç вĕсем. 4 контролер çынсем пурăнакан вырăнсенче суйлавлă тĕрĕслевсем ирттереççĕ.

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе çыхăннă хăрушсăрлăхсенчен сыхланса ĕçлеççĕ çыравçăсем.

Поделиться:
Распечатать