1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
12 ноября 2021 г. 17:47

Сыхлăх малта пулмалла

Ĕçлемелле мар кунсем туни коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăрăва кăштах çăмăллатма май панине пĕлтернĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, вĕсен усси куçкĕрет. Анчах чирленĕ çынсене çав-çавах йышлăн тупса палăртаççĕ. Çавăнпа регион ертÿçи сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнмалли çинчен черетлĕ хут асăрхаттарнă. Маска режимĕ, QR-кодпа усă курасси, социаллă дистанци — çак мелсем çине пĕртте алă сулма юрамасть.

Чи пĕлтерĕшли вара, паллах, вакцинаци. Ăна тутарнисем инфекци ерсен те чире çăмăлрах тÿссе ирттерĕç. Çавна май Олег Николаев республикăн тĕп санитари врачĕн уйрăм сферăсенче ĕçлекенсене пурне те прививка тумалли çинчен калакан йышăнăвне пурнăçлама кирлĕ пирки аса илтернĕ. Вăл ноябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. ЧР Пуçлăхĕ вакцинациленменнисене ĕç укçине упраса хăвармасăр отпуска яма сĕннĕ. Ĕç паракан çак требование пăхăнмасан ун тĕлĕшпе тивĕçлĕ санкцисемпе усă курмалла. Çакă вăл чи малтанах транспорт сферине, ЖКХна, потребитель рынокне пырса тивет.

Декабрĕн 1-мĕшĕччен патшалăх тата муниципалитет служащийĕсен, вĕрентÿ, сывлăх сыхлав, социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерÿ сферисенче ĕçлекенсен вакцинăн иккĕмĕш компоненчĕпе прививка тутармалла. Йышăнупа килĕшÿллĕн, халăхпа тÿр-ремĕнех хутшăнакансен — такси водителĕсен, обществăлла апатлану объекчĕсенче, илем салонĕ-

сенче, мунчара, саунăсенче ĕçлекенсен, физкультурăпа сывлăха лайăхлатмалли комплекссен, фитнес-клубсен, бассейнсен, музейсен, библиотекăсен, кинотеатрсен, ĕçпе тивĕçтерекен центрсен, МФЦ, массаж салонĕсен, ача-пăча выляв пÿлĕмĕсен сотрудникĕсен ковид-19-тан прививка тутармалла.

Тăвай больницин тĕп врачĕ Алексей Степанов каланă тăрăх, ĕнерхи кун тĕлне районта 887 çын чирленине регистрациленĕ, вĕсенчен 23-шĕ иртнĕ эрнере. Хальхи вăхăтра стационарсенче — 19, амбулатори мелĕпе 19 çын сипленет. Пандеми пуçланнăранпа 53 çын вилнĕ, çав шутран виççĕшĕ — ноябрь уйăхĕнче. Вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе 4495 çын (49,5 процент) прививка тутарнă, унăн тулли курсне 3794 çын тухнă.

Ĕçлемелле мар кунсенче районти мобильлĕ ушкăнсем тĕрлĕ объектсене тухса тĕрĕсленĕ, йĕркене пăсни çинчен 8 протокол çырнă. Районта коронавирус чирĕ сарăласси ÿснĕ пирки ăна «хĕрлĕ» зонăна кĕртнĕ. Çавăнпа маларах йышăннă хăш-пĕр чарусем хальлĕхе сыхланса юлнă.

 ШУХĂШ

Юрий ЕФИМОВ, Тăвайри «Коммунальник» ООО директорĕ:

—Хальхи вăхăтра тĕрлĕ чир-чĕртен, уйрăмах коронавирус инфекцийĕпе грипран, питĕ асăрханни, сыхланни кирлĕ. Чир-чĕр тапăнсах пырать, çавăнпа пирĕн те унран сыхланса тимлĕ-хе çĕр хут, пин хут ÿстермелле. Çаксене шута илсе, эпир хамăр предприятире, коллективра сывлăха сыхлама, тасалăха тытма тăвакан ĕçсене малти вырăна хуратпăр. Ĕçлекенсен сывлăхне упрасси пирĕншĕн пысăк тивĕç. Предприяти кантурне кĕрсенех дезинфекци тумалли, алăсене сирпĕтмелли, температура виçмелли хатĕрсем вырнаçтарнă. Сывлăша санитайзер вĕртерсе сиенсĕрлетет, уçăлтарать. Урайне те сиенсĕрлетекен препарат хушса сĕрсе-тасатса тăраççĕ. Маскăпа перчатка кашнин хăйĕнпе. Предприятире ĕçлекенсем, тĕпрен илсен, пурте тенĕ пекех коронавирусран вакцинаци тутарнă, çак шутра эпĕ те. Çакă вăл хальхи чир-чĕр алхаснă вăхăтра питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Иртнĕ эрнере вара хамăр предприятирех грипран та коллективпа прививка тутартăмăр. 10 çултан кая мар ĕнтĕ грипран прививка тăвассине çапла йĕркелетпĕр ĕçре.

Поделиться:
Распечатать