1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
26 ноября 2021 г. 18:31

Çĕнетнĕ

Кăçал 53 шкулта, 33 ача садĕнче тата ачасен сывлăхне лайăхлатакан 3 лагерьте юсав ĕçĕсем пынă — пурĕ пĕрле 2 миллиард тенкĕлĕх. Нумайăшĕнче юсав вĕçленнĕ, анчах темиçе шкулпа ача садĕнче ĕçсем пĕтеймен-ха.

Шупашкарти 12-мĕш, 24-мĕш, 28-мĕш, 31-мĕш тата 63-мĕш шкулсем юсав хыççăн иккĕмĕш чĕрĕк тĕлне уçăлнă. Çавăн пекех Куславкка районĕнчи Тĕрлемес, Пăрачкав тăрăхĕнчи Напольное, Çĕрпÿ районĕнчи Первомайски шкулĕсенчи ачасем те парта хушшине ларнă.

Умра тата пысăк ĕçсем, çав шутра — çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсен строительствисем. Вĕсене «Вĕрентÿ» тата «Демографи» наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн тăваççĕ.

«Вĕренÿ» наци проектне пурнăçлама кăçал пирĕн района 45,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Тушкилпе Тăрмăш шкулĕсене тĕпрен çĕнетнĕ.

2022 çулта вĕрентÿ организацийĕсене тĕп юсав туса çĕнетессипе те пысăк ĕçсем пурнăçлама пăхнă.

 
Поделиться:
Распечатать