1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
26 ноября 2021 г. 18:37

Контроллеççĕ

Психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу центрĕн директорĕ Валентина Белова, вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Оксана Илларионова, центрăн психолог-педагогĕ Наталия Петрова çак кунсенче Тăвайри пĕрремĕш тата иккĕмĕш номерсемлĕ шкулчченхи учрежденисенчи ачасене апатлантарас йĕркепе кăсăкланнă.

Палăртнă комисси членĕсем апат хатĕрлекен блоксене пăхса хакланă, вĕсенче ĕçлекенсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра тухнипе интересленнĕ, менюпа, хатĕр блюдăсен пахалăхĕпе паллашнă. Апатлантарас йĕркене тĕрĕсленин акчĕсене çырнă, поварсене методика пулăшăвĕ панă.

 
Поделиться:
Распечатать