1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
26 ноября 2021 г. 18:39

QR-код пулмалла

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕнче те, эрне пуçламăшĕнчи планеркăра та вырăнти чир-чĕр тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва сÿтсе явнă. Стационарсенче 5, килте 29 çын сипленет ĕнерхи кун тĕлне. Чирлисемпе хутшăннă 33 çын - карантинра.

Района вакцинăсем çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Лавккасенче, парикмахерскисенче, апатлану точкисенче QR-кодпа кĕртеççĕ. Мобильлĕ ушкăнсем рейдсене тухса, чару мерисене епле пăхăннине тĕрĕслеççĕ. Йĕркене пăхăнманнисем тĕлĕшпе иртнĕ эрнере 5 протокол çырнă.

Чиртен хÿтĕленсе вакцинаци тăвасси — чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри. Ку вăл кашни çыннăн ăнланулăхĕнчен килет. Районта юлашки эрнере вакцинациленекенсен хисепĕ кăштах ÿс-ни туйăнать. Малтанласа палăрт-нинчен 55 процентран каçрăмăр. Маска режимĕпе социаллă дистанци, санитари йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.

5054 çын — I компоненчĕпе, 4180-шĕ — иккĕмĕшĕпе прививка тутарнă. 332 çын ревакцинациленнĕ. Пандеми пуçланнăранпа 58 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен 8-шĕ ноябрь уйăхĕнче вилнĕ.

Районта юлашки кунсенче ковидпа чирлекенсем сахалланса пыраççĕ пулин те, ачасене инфекци ересрен хÿтĕлес тĕлĕшпе Тăвай шкулĕнчи 3 класа, Тĕмерти 1 класа дистанци мелĕпе вĕренесси çине куçарнă. «Асамат кĕперĕ» ача садĕнчи пĕр ушкăна карантина хупнă.

Чиртен хÿтĕленсе вакцинаци тăвасси пĕлтерĕшлĕ пулнине па-

лăртрăмăр çÿлерех. Акă, шкулсенче ĕçлекенсенчен 93 проценчĕ вакцинациленнĕ, ытти коллективсенче те вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ.

Нумай антителаллă çынсене QR-код пама тытăнасси пирки шухăшлаççĕ республикăра. Раççейре çавнашкал пĕрремĕш çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме тимлет пирĕн регион. Пысăк антителаллă çынсен реестрне тума палăртнă.

 

Нумай функциллĕ центр ертÿçи Николай ПЕРЦЕВ:

COVID сертификатне пичетлесе пама ыйтни хальхи вăхăтра çынсене тивĕçтерекен услугăсен 66 проценчĕ шутланать, малтанхи эрнере ытларах та пулнă. Çак эрне пуçламăшĕнчи 3 кунта кăна 112 çынна QR-кодлă сертификатпа тивĕçтернĕ. МФЦра пичетленĕ сертификата илме РФ гражданинĕн паспорчĕ кирлĕ. Енчен те çын услугăсен порталĕнче регистрациленмен пулсан СНИЛС тата паспорт пулмалла. Сертификатпа çав кунах тивĕçтеретпĕр.

Поделиться:
Распечатать