1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 29 Март 2024 г.
26 ноября 2021 г. 18:41

Тулли те çирĕп çемье телейлĕ

Чун юратнă амăшĕсем хăйсен пепкисене ырă-сывă çитĕнтерессишĕн вăй-халне, чун-чĕре хĕлхемне шеллемеççĕ, çемье, кил-çурт ăшшине тытса тăраççĕ. Çавăнпа пĕрлех вĕсем тĕрлĕ сферăсенче тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ, район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ, чи ырă уява, амăшĕн кунне, ĕçри пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ.

Çемье — çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмах. Çирĕп те туслă кил-йыш сахал мар Тăрмăшра. Манăн вара Васильевсен çемйи çинчен ырă сăмах пуçарас килет.

Çемье пуçĕ — Сергей, 47 çулта. Тăрмăшри вăтам шкулта 11 класс пĕтернĕ хыççăн автошкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн — салтак служби. Унтан таврăнсан тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Чăн-чăн алă ăсти вăл, унăн тума пĕлмен ĕç те çук. Кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарать. Ахальтен мар ĕнĕ Васильевсем 2 хутлă, хăтлă та капмар çуртра пурăнаççĕ. Çурта пĕтĕмпех хăй аллипе тунă Сергей Германович. Паллах, арăмĕпе ачисен пулăшăвĕсĕр мар. Халь Сергей Мускавра ĕçлет. Паянхи кун тĕреклĕ хуçалăх тытса пыраççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ачисем ашшĕ-амăшне вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Васильевсем ывăл-хĕрĕсене ĕçе хăнăхтарса çитĕнтереççĕ. Пулас ăру ашшĕ-амăшĕнчен лайăх тĕслĕх илсе ÿсет.

Савăнăçра-и, йывăрлăхра-и, Сергейăн яланах тĕрĕс канаш паракан савнă мăшăрĕ — Олеся. 2007 çулта мăшăрланнă вĕсем Хучель хĕрĕпе. Олеся Шупашкарти политехника колледжĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн экономист, бухгалтер-кассир пулса ĕçленĕ.

2007 çулта Хусанти социаллă-гуманитари институтне вĕренсе тухса менеджер специальноçне алла илнĕ. Олеся Юрьевна 2015 çултанпа Тăрмăшри ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçлет. Пурте унпа кăмăллă. Çынсемпе яланах лăпкă та çемçен пуплет вăл.

Тату та йĕркеллĕ пурăнакан çемьере 3 ача çитĕнет. Мария 8-мĕш класра вĕренет. Вăл çемьере чи асли, çавăнпа та кĕçĕннисем унран тĕслĕх илеççĕ. Çакна лайăх ăнланать Мария, пĕчĕккисемшĕн ырă пулма тăрăшать. Шкулта «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Ăна шкул активне суйланă. Пĕр уяв та унсăр иртмест, мероприятисене ертсе пырать ялан. Шкулта, районта, республикăра пулса иртекен конкурссене те тăтăшах хутшăнать, малти вырăнсем йышăнать. Акă, кăçал чÿк уйăхĕнче чăваш чĕлхипе литература олимпиади пулчĕ. Унта çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Малашне ытти олимпиадăсенче те шкул чысне вăл ăнăçлă хÿтĕлессе шанас килет.

Дима 6-мĕш класра ăс пухать. Арçын ача аппăшĕнчен юлмасть, унран тĕслĕх илни куç кĕретех. Унăн дневникĕнче «4», «5» паллăсене çеç курма пулать. Уроксенче питĕ пултаруллă, тĕрлĕ кружоксемпе секцисене çÿрет. Уйрăмах футболла выляма кăмăллать. Шкулти драмкружок членĕ вăл. Хăйне шанса панă роле яланах тăрăшса хатĕрленет.

4 çулхи Семена аслисем питĕ юратаççĕ. Садике ăсатаççĕ, кайса илеççĕ. Каçсерен пурте пĕрле пуçтарăнсан, ачисем ашшĕ-амăшне кун епле иртни çинчен каласа параççĕ. Васильевсем ачисене яланах ырă сĕнÿсемпе пулăшаççĕ.

Кÿршисем те ырăпа кăна палăртаççĕ: «Вĕсем çынсемпе сăпайлă, пĕр-пĕрне килĕштерсе, ăнланса пурăнаççĕ. Ачисем те яланах тирпейлĕ, сывлăх сунмасăр иртсе те каймаççĕ.

Çапла кил-йышра туслăх, килĕшÿ хуçалансан, пурăнма та лайăх. Çемье те çирĕп пулать.

Кил ăшшине упракан амăшĕсене ырми-канми ĕçĕсемшĕн, иксĕлми тÿсĕмлĕхĕшĕн, чун ăшшишĕн тав сăмахĕ калас килет. Çывăх çыннăрсен тимлĕхĕпе савăнса пурăнăр малашне те.

 
Поделиться:
Распечатать