1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Март 2024 г.
3 ноября 2021 г. 12:56

Апатлану культурине вĕрентмелле

Шкулсенче вĕри апатпа тивĕçтерессине патшалăх тимлĕ пăхма пуçларĕ. Иртнĕ çул кĕçĕн классенче вĕренекенсене кунне пĕр хутран кая мар вĕри апат çитерме пуçласси çинчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушу кăларса çирĕплетнĕччĕ. Çакна валли федераци тата регион шайĕнче укçа-тенкĕ уйăрса хăварнă.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова палăртнă тăрăх, шкул ачисен пахалăхлă апатланăвĕпе çыхăннă тема питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унран ачасен сывлăхĕ мĕнле пуласси тÿрремĕнех килет. Çавăнпа та ачасене шкулсенче апатлантарассипе çыхăннă ыйтусене пĕрле татса пама йышăннă. Çак тĕллевпех Чăваш Енре «Единая Россия» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕпе килĕшÿ-ллĕн шкул столовăйĕнче ĕçлекенсене тата организаторсене ятарласа вĕрентнĕ, методика тĕлĕшĕнчен пулăшу панă.

Республикăра пĕр евĕрлĕрех меню йĕркелеме сĕннĕ. Кунта талăкри рационăн калорипе тутлăхне шута илеççĕ, мĕншĕн тесен çакă ачасене ÿссе аталанма çителĕклĕ кирлĕ. Кунсăр пуçне мĕн çитересси сезонран та килет.

Аталанупа çыхăннă çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ шкулсен столовăйĕсенче кăçал. Анчах та Чăваш Енри Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров шучĕпе, ачасене аталантарассипе çыхăннă ыйтусем халĕ те çивĕч тăраççĕ. «Эпир кашнинчех çĕнĕ çулсем шырама тăрăшатпăр, апатлану пахалăхне лайăхлатма пулăшакан шухăшсене кĕтетпĕр»,—тесе палăртать ведомство ертÿçи республикăра «Ирхи апат — директорпа» проект йĕркелесе яни çинчен пĕлтерсе. Çĕнĕ проектăн тĕллевĕ директорпа пĕрле апатланасси кăна мар, шкул ертÿçипе пĕрле ирхи апатăн пахалăхне пур енлĕн тишкерсе тухасси пулса тăрать. Кунта çакна та шута илмелле. Ачасем мĕн çинине ашшĕ-амăшĕн тĕрĕслеме май пур. Иртнĕ çулхи май уйăхĕнче вĕсене валли ятарласа методика сĕнĕвĕсем йĕркелесе çирĕ-плетнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче мĕн çине тимлĕх уйăрмаллине палăртса чек-листсем хатĕрленĕ. Çапла вара «Ирхи апат - директорпа» проект шучĕпе шкулсенче директорпа пĕрле ашшĕ-амăшĕ те ачасен апатланăвне туллин тишкерме, пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравсем тупма пултараççĕ.

Çĕнĕ проект ĕçлеме кăна пуçларĕ-ха. Шкулсенче вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçисемпе пĕрле ачасен апатланăвĕпе тĕплĕнрех паллашса хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç вĕсем. Ачасене апатлану культурине те вĕрентме тивет. Магазин çимĕçĕсене хăнăхнă ачасен организмшăн усăллă апат çиме вĕренмелле пулать.

Ачасен апатланăвĕпе çыхăннă пур ыйтăва та вырăнта татса памалла. Кунсăр пуçне Чăваш Енре хĕрÿ лини ĕçлет. Ыйтусене тунтикунран пуçласа эрнекунччен 8(8352)64-21-75 телефон номерĕпе йышăнаççĕ.

Поделиться:
Распечатать