Социаллă сетьсемпе усă куракансене хумхантаракан ыйтусем çине Чăваш Республикин регион управленийĕн Центрĕ ыйтнипе Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов хуравланă:
— Алексей Владимирович, влаçсем пур çынна та вакцинаци тутарма сĕнеççĕ, кашнине валлиех вакцина çитĕ-ши?
—Республикăра вакцинаци тăвассипе 56 стационарлă тата мобильлĕ пункт ĕçлет. Раççейре регистрациленĕ тăватă вакцини те пур — пурĕ 160 пин доза ытла. Сывлăх сыхлав отраслĕ вакцинаци тутарма кăмăл тăвакансене вĕсемпе пурне те тивĕçтерме хатĕр.
— Ÿпке шыççипе (пневмонипе) чирленĕ тата медучрежденире сипленнĕ, анчах ПЦР-тест хирĕçле (отрицательный) результат кăтартнă тата коронавирус инфекцийĕн диагнозĕ çирĕ-пленмен пулсан, çавăнпах чирлесе ирттерни çинчен сертификат çуккисен прививка тутарма кирлĕ-и?
—Ÿпке шыççипе кунашкал чирлесе ирттернĕ çынсен (ÿпке шыççи ковидлă вируслă çеç пулманнине эпир ăнланма тивĕç) тата ПЦР-тест туни чир пуçламăшĕ-нче те, кайран та коронавируса çирĕплетмен пулсан, 2 май пур: терапевтпа е пĕтĕмĕшле практика врачĕпе канашланă хыççăн вакцинаци тутармалла е 72 сехете пыма тивĕçлĕ ПЦР-тест тумалла.
— Хăш чухне прививка тутарнă çынсем те чирлеççĕ текен сас-хура çÿрет. Апла пулсан мĕншĕн вакцинациленмелле?
—Кун пекки те пулма пултарать. Анчах стационарсене е амбулатори сыпăкне чирлесе пынă вакцинациленнĕ пациентсен хисепĕ 2 процентран ытла мар.
Çакна та палăртмалла: енчен те вакцинаци тутарнă çын чирленĕ пулсан та, вăл ăна çăмăлрах е вăтам йывăр майпа чирлесе ирттерет. Республикăра COVID-19тан вакцинаци тутарнă пациентсем вилнине регистрацилемен.
Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерстви хăвăра тата хăвăрăн çывăх çыннăрсене упрас тĕллевпе çине тăрсах вакцинаци тутармашкăн чĕнсе калать. Популяци иммунитечĕ тăвас тесен, паянхи куна регионта 720 пин çынна вакцинацилени кирлĕ. Хальлĕхе вара 346 пин (48 процента яхăн) прививка тутарнă. Халăхăн 80 процентĕнчен кая мар вакцинациленсен популяци иммунитечĕ йĕркеленет, вара чирлекенсен йышĕ те хальхи пек пулмĕ