1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Март 2024 г.
3 ноября 2021 г. 12:46

Ентешлĕх пулăшать

Район ентешлĕхĕн членĕсем ыр кăмăллăх ĕçне хаваспах хутшăнаççĕ ялан. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче Тăвай енри медицина работникĕсене пулăшаççĕ. Çак кунсенче вĕсем Тăвайри тĕп больницăна дозаторсем илсе çитерчĕç, пиллĕкĕшне вырнаçтарчĕç те.

Алексей Степанов тĕп врач вĕсене вăхăтра пулăшнăшăн тав тунă, хăйсене çирĕп сывлăх суннă.

—Пирĕн районта та коронавирус инфекцийĕ сарăлсах пырать, лару-тăру çăмăл мар. Сирĕн пек ырă кăмăллă çынсен пулăшăвĕ вара хăрушă инфекци чирĕпе кĕрешме хавха хушать. Таймапуç сире, пурне те,—тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов.

Поделиться:
Распечатать