1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
3 ноября 2021 г. 13:02

Каникула — икĕ эрнене

«Коронавируспа çыхăннă лару-тăру лайăхланманнипе хушма мерăсем йышăнма тиврĕ»,— палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов пĕлтернĕ тăрăх, чирлекенсен шучĕ ÿснĕрен больницăсенче хушма койкăсем хатĕрленĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти медцентрăн ача-пăча стационарĕнчи 80 койкăна «хĕрлĕ зонăна» куçарнă. Улатăр районĕн тĕп больницинче те 25 койка хушăннă.

Иртнĕ кунсенче вакцинациленекенсен шучĕ нумайланнă. Малтан пĕр кунта 1,5 пин çын прививка тутарнă пулсан, халĕ вĕсен йышĕ 5 пин таран ÿснĕ. Халăхăн 62 проценчĕ прививка тутарнă хальлĕхе. Шел те, аслă ÿсĕмрисем васкамаççĕ, ытларах вĕсемех нушаланаççĕ пулсан та.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Н.Луговская пĕлтернĕ тăрăх, ковидпа чирлекенсен йышĕ 14 процент ÿснĕ, ОРВИ-пе чирлекенсен йышĕ унчченхи пекех пысăк, иртнĕ кунсенче аптăраса ÿкнĕ 9540 çынна шута илнĕ. Шкулсенче чирлекенсен йышĕ, маларахри эрнерипе танлаштарсан, 25 процент ÿснĕ. Çавăнпа кĕрхи каникула юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕччен тăснă.

А.СТЕПАНОВ, тĕп врач:

Медицинăра тăрăшнă май коронавирус чирĕ никама та шеллеменнине лайăх ăнланатăп. Унран сыхланса çулталăк пуçламăшĕнчех икĕ прививкине те тутарни çинчен пĕлтернĕччĕ те ĕнтĕ. Вĕсене чиперех тÿссе ирттертĕм. Вакцина тунăранпа çур çул иртнĕ хыççăн вара хăрушă чир организмра аталанма ан пуçлатăр тесе ревакцинаци тутармалла. Иртнĕ кунсенче ку процедура витĕр 254 çын тухнă. Эпĕ те ревакцинаци тутарнă.

Районта хăрушă чир аталансах пырать. Коронавирус çулне прививка тутарни çеç пÿлме пултарать. Çакна пурин те тимлемелле.

Тăвайри тĕп больницăра вакцина çителĕклĕ.

Грипп хăвăрт сарăлса пынă чухне ку чиртен те прививка тутармалла. Вакцинаци тутарсан кăна сывлăха упраса хăварма пулать. Хамăрăн сывлăхшăн хамăрăнах тăрăшмалла.

Ирина НИКИТИНА, юрист, Тăвай ялĕ:

Коронавирус инфекцийĕ хăвăрт сарăлнăран чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕччен канмалли кунсем тесе йышăннă. Куллен кирлĕ учрежденисемпе апат-çимĕç лавккисем кăна ĕçлеççĕ хамăр районта та. Çак кунсенче ковидран тата грипран пĕр вăхăтрах прививка тутарма пулать.

Ыттисем чирленине тата çак амака йывăррăн парăнтарнине курса тăрса прививка тутарма шухăшларăм. Вакцинациленнисем чире хăвăртрах тата çăмăлрах ирттернине курма тÿр килчĕ. Çынсемпе хутшăнса ĕçленĕрен çак хăрушă инфекци кирек хăш вăхăтра та лекме пултарасси шухăшлаттарчĕ пулĕ. Пĕрремĕш прививка тутарнă хыççăн иккĕмĕшне те аванах ирттертĕм.

Сывлăх — пирĕншĕн, кашниншĕн, чи хаклă пуянлăх. Вакцинациленнĕренпе хама хÿтлĕхре туятăп. Çак майпа кăна коронавируса çĕнтерессе шанатăп.

 

Поделиться:
Распечатать