1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Март 2024 г.
3 ноября 2021 г. 12:54

Ковидпа грипран пĕр вăхăтра

Раççей сывлăх сыхлав Министерстви ковидпа грипран пĕр вăхăтра вакцинаци тума ирĕк панă.

«Спутник V» тата грипран профилактика тĕлĕшпе тăвакан вакцина пĕр-пĕрне хирĕçлеменнине, вĕсене пĕр вăхăтра тунипе икĕ вакцинин те иммунлăх чакманнине тĕпчесе пĕлнĕ. Ковидран тата грипран пĕр вăхăтра вакцинациленĕ чухне препаратсене тĕрлĕ вырăна, сăмахран, сулахай тата сылтăм хулпуççисене тăваççĕ.

Маларах ковидпа грипран пĕр вăхăтра вакцинаци тăвассине Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ ырланăччĕ.

Поделиться:
Распечатать