1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Март 2024 г.
3 ноября 2021 г. 12:59

«Пушкин карттипе» усă курăр

Чăваш Енри К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма, вырăс, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕ, пукане, Оперăпа балет, Сăнав драма театрĕ, Наци музейĕ, ÿнер музейĕсем, А.Г.Николаевăн Мемориал комплексĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕ, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, Чăваш патшалăх академи симфони капелли, Камерлă театр, «Асамат» культурăпа курав центрĕ, Шупашкар районĕнчи «Бичурин тата хальхи вăхăт» музей хутшăнаççĕ «Пушкин картти» проекта.

«Пушкин карттине» илме малтан Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленмелле. Ун хыççăн «Патшалăх пулăшăвĕсем, Культура» мобильлĕ приложени вырнаçтармалла та Пушкин картти тухнине çирĕплетмелле. «Мир» виртуаллă карттăна приложенирех хатĕрлеме пулать. Пластик карттăна вара проектăн партнерĕсем шутланакан банксенче илмелле. Çакăн валли паспорт тата СНИЛС кирлĕ. Виртуаллă карттăпа çулталăк усă курма май пулĕ. Пушкин карттипе билета онлайн майпа кăна мар, культура учрежденийĕн кассинче те туянма пулать.

Паллах, унти укçапа тус-юлташпа кафене кĕрсе апатланасси пулмĕ. Тĕллевлĕ панă нухрата илсе ытти шут çине те куçараймăн. Хăвăн билета ытти çынна усă курма та параймăн. Билет илнĕ чухне картта çине сирĕн ята çыраççĕ тата ятарлă «Пушкин карттин» программипе килĕшÿллĕн паллă лартаççĕ. Мероприятие кĕнĕ чухне çын кам пулнине çирĕплетекен документ ыйтаççĕ. Асăннă карттăпа кино пăхма та, циркра киленсе ларма та май килмĕ. Вĕсем «Пушкин картти» программăра çук.

Поделиться:
Распечатать