1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 25 Ноябрь 2024 г.
3 ноября 2021 г. 12:40

В. МИХАЙЛОВ, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ: вакцинаци тутарма чĕнсе калатăп.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн иртнĕ çулхи указне улшăнусем кĕртсе, республика территорийĕн-че октябрĕн 30 мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен ĕçлемелле мар кунсем тесе палăртнă. Коронавирус сарăласси енĕпе уйрăмах çивĕч лару-тăру пулнă май, Улатăр, Элĕк, Вăрнар, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсенче тата Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенче ĕçлемелле мар кунсем вара октябрĕн 26-мĕшĕнчех пуçланнă.

Указпа килĕшÿллĕн библиотекăсем, кинотеатрсем, театрсем, солярисем, мунчасем, саунăсем, бассейнсем, фитнес-центрсем ĕçлемеççĕ. Çак вăхăтра аптекăсем халăха кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерĕç. Апат-çимĕç таварĕ-сене сутакан объектсем малтан епле ĕçленĕ çаплипех ĕç кунне тăсĕç.

Районта та коронавирус енĕпе лару-тăру çăмăлах мар-ха. Район çыннисене уйрăмах сыхлăхлă, асăрхануллă пулма, вакцинаци тутарма чĕнсе калатăп.

Ĕçлемелле мар кунсенче ушкăнпа пуçтарăнса канма кирлĕ мар, Чарусене усал чирпе аптăракансем нумайланнине тĕпе хурса йышăннă.

Май килнĕ таран килĕрсенче пулма тăрăшăр, пĕр-пĕрин патне çÿрессинчен тытăнса тăрăр. Профилактика мерисене те пурин те пăхăнмалла. Çапла кăна эпир хамăра, çывăх çынсене хăрушă инфекци ересрен хÿтĕлеме пултарăпăр.

Яланхиллех оперативлă ушкăнсем ял тăрăхĕсен территорийĕсенче, обществăлла вырăнсенче рейдсем ирттерĕç, Раççей Президенчĕн указне мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăрĕç.

Раççейри халăх çыравĕ малалла пырать. Унта районта пурăнакансен 40 проценчĕ ытла хутшăнчĕ те ĕнтĕ. Ку хутĕнче çырав цифра технологине анлăн усă курнипе иртет. Çырава "Патшалăх услугисем" портал урлă йĕркелени питĕ меллĕ, ыйтусене хăвăрт хуравлама пулать тата коронавирус чирĕ ерес хăрушлăхран сыхланма та май парать. Чи кирли QR-кода упрамалла, çирĕплетме, переписчике кăтартма тивет.

Çырава кашни çыннăн хутшăнмалла. Вăл экономикăри тата социаллă сферăри проблемăллă вырăнсене курма, палăртма пулăшать, унăн кăтартăвĕсем тăрăх патшалăх çитес вунă çуллăх валли стратегиллĕ програмăсем йышăнать.

Çапла майпа çĕршыв, район аталанăвне хамăрăн тÿ-пене хывăпăр. Эпир панă хуравсемпе тĕрлĕ наци проекчĕ-семпе программăсем хатĕрленĕ çĕрте усă курĕç. Вĕсем пурте халăх пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă. Çырава хутшăнни хамăр наци çыннисен йышне тĕрĕс палăртма та пулăшмалла. Атте-анне чĕлхине, хамăр чăваш пулнине кăтартма вăтанмалла мар.

Поделиться:
Распечатать