1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 25 Апрель 2024 г.
10 декабря 2021 г. 20:28

Чи лайăх проектсем

Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕ обществăри хĕрарăмсен статусне ÿстерес тĕллевпе, хуласемпе районсенчи уйрăмсен çулталăкри ĕçĕсене пĕтĕмлетсе, республикăра конкурс ирттернĕ. Раштав уйăхĕн иккĕмĕшĕнче «Чи лайăх хĕрарăмсен канашĕ» темăпа организаци правленийĕн ларăвĕ иртнĕ.

Унта РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Салаева, «Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕ» обществăлла организацин председателĕ Н.Николаева, культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ С.Каликова, цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ К.Майнина, Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕн правленийĕн членĕсем, районсенчи организацисен председателĕсем хутшăннă.

«Культурăн чи лайăх проекчĕсем» номинацире пирĕн районти хĕрарăмсен организацийĕ хăйĕн пуçаруллă ĕçĕсемпе çитĕнÿ тунă. Тăвай енри культура учрежденийĕсен, вĕренÿпе сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем — пурĕ 200 ытла хĕрарăм кĕреççĕ районти асăннă пĕрлĕхе. Вĕсен ĕçне 6 çул хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Т.Иванова йĕркелесе пырать.

Татьяна Иванова Тушкилте çуралса ÿснĕ. Тăван ялта вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти Чăваш патшалăх университетне çул тытнă, 2005—2010 çулсенче юридика факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ харсăрскер. Дипломлă пулнă хыççăн тăван района таврăннă, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн юристĕнче тăрăшма пуçланă.

Çемьере икĕ ача çитĕнет, асли Яна Тăвайри вăтам шкулта çиччĕмĕш класра пĕлÿ пухать, Богдан ывăлĕ пиллĕкмĕш класа çÿрет.

— Тăвай енри хĕрарăмсем пултаруллă пулнипе çакнашкал пысăк ÿсĕм тума тÿр килнĕ, паллах. Тав тăватăп пурне те мероприятисенче активлăх кăтартнăшăн. Телейпе юрату, туслăх сунатăп вĕсене, çирĕп сывлăхлă пулăр,— çĕкленÿллĕ кăмăлпа пĕлтерет районти хĕрарăмсен организацийĕн ертÿçи Татьяна Валерьевна Иванова.

Поделиться:
Распечатать