1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
10 декабря 2021 г. 20:26

Тепĕр çул «Пушкин картти» çинче - 5 пин тенкĕ

Вырăс драма театрĕнче чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Пушкин картти» проектпа килĕшÿллĕн Н.Гоголĕн «Женитьба» спектакльне кăтартнă. Театрта «Пушкин карттипе» усă курса 10 пинĕмĕш билета туяннă çамрăка чысланă. Вăл — Шупашкарти 24-мĕш шкулта вĕренекен Максим Павлов.

— Залра çакăн чухлĕ çамрăка курма питĕ кăмăллă. «Пушкин картти» проект çитес çул та ĕçлĕ. Театр малашне те Чăваш Ен яш-кĕрĕмне Тăван çĕршывăн тата тĕнче культурин еткерĕпе паллашма майсем туса парĕ,— тенĕ саламланă май ЧР культура министрĕ С.Каликова.

Театр директорĕ Д.Капустин хăйĕн сăмахĕнче пысăк искусствăпа пуçласа паллашнă самант çитĕнекен ăрăвăн асĕнче чи лайăх туйăмсем хăварччăр тесе тăрăшнине пĕлтерчĕ.

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти Тăрмăшри культура çуртĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕ «Недоросль» спектакль кăтартнă. Режиссерĕ — Чăваш Ен искусствин тава тивĕçлĕ деятелĕ В.Оринов, художникĕ — О.Ежкова. «Пушкин картти» проектпа декабрĕн 10-мĕшĕнче асăннă культура çуртĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕн коллективĕ А.Дударев пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Ан пăрахсам мана» спектакльпе паллаштарать. Унăн режиссерĕ — Н.Сергеева, художникĕ — С.Зверева. Спектакле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă. 14 сехет те 30 минутра пуçланать, билет хакĕ — 400 тенкĕ.

«Пушкин картти» проект 14—22 çулсенчи çамрăксене музейсене, театрсене, куравсене, филармонисене, ытти культура учрежденийĕсене федераллă бюджет шучĕпе тÿлевсĕр кĕрсе курма май парать. Пирĕн районти 319 вĕренекен унпа усă курса тĕрлĕ мероприятине çитсе курма кăмăл тунă. Тепĕр çул «Пушкин карттин» хакĕ 5 пин тенкĕ пулать.

Поделиться:
Распечатать