1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
17 декабря 2021 г. 17:05

Чиртен хÿтĕлĕ

Коронавирус сарăлассине чарас тĕлĕшпе ĕçлекен районти оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕн-че ЧР Пуçлăхĕн халăхăн санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне лайăхлатма йышăннă чарусем çинчен калакан Указран тухса тăракан задачăсене тепĕр хут тишкернĕ.

Районта та общество апатланăвĕн объекчĕсен кăçалхи раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 12 сехетчен ĕçлеме юрамасть. Çĕнĕ çулăн каникулĕнче йышпа мероприятисем ирттермелле мар. 60 çултан аслăрах, анчах прививка тутарман сотрудниксене дистанци мелĕпе ĕçлемелли çинчен асăннă указра. Обществăлла транспортра сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнмалла. Район-хуласенче лару-тăру япăхлансан мерăсем çивĕчрех те пулĕç.

Коронавирусăн çĕнĕ штамĕ, омикрон, пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă май сыхлăха çухатма юрамасть. Çак амака Раççее ЮАРтан илсе килнĕ тĕслĕхсем пулнă. Çĕнĕ çул çывхарнă май халăх куçса çÿресси ÿсет. Инфекци хăвăрт сарăлма пултарать.

Районта декабрĕн 14-мĕшĕ тĕлне 949 çын коронавируспа чирленĕ, 63 çын вилнĕ. Çак вăхăт тĕлне вакцинăн пĕрремĕш компоненчĕпе планпа пăхнин 62,5 проценчĕ (5675 çын), иккĕмĕшĕпе — 55,3 проценчĕ (5021) прививка тутарнă. 476 çын ревакцинациленнĕ. Инфекциленнисенчен ытларахăшĕ стационарсенче сипленет. Юлашки вăхăтра çак амакпа çамрăксем чирлеççĕ. Вĕсем хăрушсăрлăх мерисене пăхăнсах каймаççĕ. Вакцинациленме те васкамаççĕ, вăхăта ушкăнпа ирттерме кăмăллаççĕ. Прививка тутарасси кăна хамăрăн тата çывăх çынсен пурнăçне упрать. Вакцинациленессипе тăвайсен кăтартăвĕ республикăра чи пĕчĕкки. Чирлисен шучĕ те ерипен чакса пырать.

Коронавирус чирĕнчен шар курнă тĕслĕхсене пĕлсе тăрса, çак хăрушă инфекцирен сыхланса вакцинациленмелли çинчен асрах тытасчĕ.

Çакна та аса илтерес килет. Çын коронавируспа чирлесе ирттернĕ пулсан, малашне унăн сертификачĕ сывалнă кунран тытăнса пĕр çулталăклăх пулать. Унччен панисене 12 уйăхлăха тăсаççĕ. Çак йышăнăва ковидпа чирлекенсем унччен чирленисем хушшинче сахал пулнă пирки тунă.

Поделиться:
Распечатать