1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
17 декабря 2021 г. 17:07

«Пушкин карттипе» — театра

Çамрăксене культура учрежденийĕсене çÿреме майсем туса парас тĕллевпе авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе çĕршывра «Пушкин картти» программа ĕçлеме пуçларĕ. 14—22 çулсенчи çамрăксем валли ятарлă банк картти хатĕрленĕ. 2021 çулта патшалăх бюджетĕнчен унта 3 пин тенкĕ, 2022 çулта 5 пин тенкĕ куçать. Унпа усă курса çамрăксем музее, театра, филармоние, концерт залĕсене тата проекта хутшăнакан Раççейри мĕнпур театрпа музее кĕме пултараççĕ.

Çĕнĕлĕх пурнăçа кĕрсе пырать. Юпа тата чÿк уйăхĕсенче икĕ постановкăпа паллашнăччĕ çамрăксем. Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ лартнă «Недоросль» постановкăна курчĕç районти шкулсенче вĕренекенсем. Спектакль Тăрмăшри культура çуртĕнче пулчĕ. Вăл ачасене питĕ килĕшрĕ. Унсăр пуçне Тĕмерти вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Воробьев асăннă театрăн «Пушкин карттипе» усă курнă 4000-мĕш кураканĕ пулса тăчĕ. РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Павлов аллинчен парне тата театра кайма билетсем илме тивĕçрĕ Дима (сăн ÿкерчĕкре).

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Ан пăрахсам мана» постановкăпа паллашрăмăр. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă. Вăрçă вăхăтĕнче çамрăк хĕрсем те хăйсене шеллемесĕр паттăрлăх кăтартнă, çĕнтерĕве çывхартнă. Ку пьесăна курма та хавас пулчĕç пирĕн ачасем. Спектакль кăмăла кайнине пĕлтерчĕç, артистсем аван вылянине хавхаланса палăртрĕç.

«Пушкин картти» çамрăк яш-кĕрĕме культурăн чи паха тĕслĕхĕсемпе паллашма, ăс-тăна çивĕчлетме, сапăрлăха аталантарма май парасса шанас килет.

Поделиться:
Распечатать