1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
17 декабря 2021 г. 17:07

Тав çырăвĕпе чысланă

Çулталăк вĕçленсе пынă май ра-йонти коллективсенче хăйсен ĕçĕсене пĕтĕмлетеççĕ, çитес çулхи тĕллевсене палăртаççĕ. Активлăх кăтартакансене тĕрлĕ майпа чыслаççĕ. Иртнĕ кунсенче, ак, район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕç хăш-пĕрисене.

— Хăвăр тивĕçĕрсене лайăх шайра пурнăçласа пынăшăн, обществăлла ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн РФ Патшалăх Думин депутачĕн Алена Аршинован Тав çырăвĕсене пама ирĕк парсамăр,— тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов.

Хисепе тивĕçнисем хушшинче район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕн заместителĕ Татьяна Аркадьевна Петрова та пулнă.

Кармал ялĕнче 1974 çулта çуралса ÿснĕ вăл. Тĕмерти вăтам шкулта вĕренсе аттестатлă пулнă хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культурин факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.

Çамрăк специалист районти Йăнтăрчă, Кармал, Тĕмер шкулĕсенче вĕрентнĕ. Унтан, 2007—2009 çулсенче район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнче, 2009—2010 çулсенче ача-пăча аталанăвĕн центрĕнче ĕçленĕ Татьяна Аркадьевна.

2010 çулхи ноябрьтенпе район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пайра вăй хурать.

Мăшăрĕпе Андрей Николаевичпа икĕ ача çитĕнтереççĕ. Ывăлĕ Николай Тăрмăшри вăтам шкулта 4 класра пĕлÿ пухать, хĕрĕ Елизавета кăçал пуçласа парта хушшине ларнă. Çемье пуçĕ ăста алăллă çын, тĕрлĕ çĕре ĕçлеме çÿрет.

Çакнашкал сумлă чыслав малашне тата та лайăхрах ĕçлеме хистет, паллах.

 
Поделиться:
Распечатать