1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 22 Ноябрь 2024 г.
17 декабря 2021 г. 17:06

Усă кураççĕ

Чăваш Енри «Пушкин карттине» пама палăртнă çамрăксенчен çурри ытла çак пулăшупа усă курнă.

Шупашкарти çамрăксен 43 ытла проценчĕ «Пушкин карттине» илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Вăрмар тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчисем.

Карттă çинчи укçана раштавăн 31-мĕшĕччен пĕтермелле. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев яваплăрах пулма, ку ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма чĕнсе каланă.

Чăваш Енре ку программăна 19 культура учрежденийĕ хутшăнать. «Пушкин карттине» илес тесен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленмелле. Ăна «Почта Банкра» та илме пулать.

Поделиться:
Распечатать