1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
30 декабря 2021 г. 13:26

Çыхăну çирĕпленсех пытăр

«Ял ĕçченĕ» хаçат район пурнăçне çулталăкĕпех лайăх çутатса тăчĕ. Ялсенчи обществăлла корреспондентсем вырăнти пичет кăларăмне пуян содержаниллĕ тума чылай пулăшрĕç.

Е.Матросовапа З.Григорьева, В.Сидоров (Тăрмăш), В.Лаврова (Мучар), Е.Фомина (Нÿшкасси), В.Петровпа Н.Герасимов, З.Васильева, Ю.Арестов, А.Ефимов, Л.Сергеева (Енĕш Нăрваш), П.Никифоров (Ураскасси), В.Сергеев (Октябрь выçăлкки), Л.Михайлова, З.Иванова (Чутей), В.Никитин (Тĕмер), З.Филимонова, М.Петрова (Çĕнĕ Ишпуç), Л. Даниловпа Л.Данилова (Сăхăтпуç), Т.Анисимова, В.Павлова (Тушкил), И.Кондратьев, Г.Соловьев, Сергейпа Эльвира Кирилловсем (Пуянкасси), С.Шашкова (Кармал), В.Трошин (Вăтаяль), Н. Анисимова (Тенеяль), А.Кириллов, В.Шакров, В.Родина, А.Янчин, Л.Данилова, А.Андреева, А.Федоров, И.Дмитриева, А.Алексеева, А.Семенов, Л.Павлова, В.Федоров, И.Скворцова, Т.Игнатьева, И.Соловьев, В.Михайлов, Н.Краснов, А.Федорова, А.Васильева, В.Новикова, В.Александров, В.Пастухов, Г.Степанова, Н.Иванова, С.Порфирьева, Б.Борисов (Тăвай), Г.Матвеева (Вăрмар), А.Иванов (Кĕтеснер) тата шкулсенче пĕлÿ пухакан çамрăк корреспондентсем тĕрлĕ ыйту хускатрĕç хăйсен ал тата электронлă çырăвĕсенче, сĕнÿсем пачĕç. Вĕсемпе пуринпе те тенĕ пекех хаçатра усă курма тăрăшнă. Ялсенчи обществăлла корреспондентсене çакăншăн пурне те тав тăватпăр.

Тигр çулĕн историне çырма пуçлатпăр халь пĕрле. Çавна май сирĕнтен Çĕнĕ çул уявĕпе саламланă ăшă сăмахсем, интереслĕ те хаваслă самантсене уçса панă темăсене хапăлласах кĕтетпĕр. Пирĕн хушăри туслăх татах та çирĕпленсе пытăр.

Районти çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсем, ялсенчи кооператорсен магазинĕсенче тăрăшакансем, вулакансем пирĕнпе пĕрлех юлнăшăн, хаçат çырăнтарассипе активлă пулнăшăн сире пурне те малашлăхра ăнăçусем сунатпăр. Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр.

Коронавирус инфекцийĕ сарăлса пырассинчен асăрханса тĕрлĕ мерăсем йышăнаççĕ хальхи вăхăтра. 

Общество апатланăвĕн районти объекчĕсене кăçалхи раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 12 сехетчен ĕçлессине чараççĕ.

Хĕллехи каникулта ачасем икĕ эрне канĕç. Йышпа мероприятисем ирттерме юрамасть. Обществăлла транспортра сывлăх мерисене пăхăнмалла. Çакнашкал чикĕлевсем çынсен кăмăл-туйăмне самаях сÿрĕклетеççĕ ĕнтĕ, паллах. «Ял ĕçченĕ» хаçат вара сире хавхалану кÿме пултарĕ.

Уявсене паллă тунă тапхăрти çуралнă кунсемпе юбилейсен, ылтăн тата ытти туйсен ячĕсемпе саламласа хаваслă сăмахсем пичетлеме пултаратăр хаçат страницисенче. Вĕсене вуланă хыççăн тăвансем патне хăнана кайса килнĕнех туйăнĕ сире. Çемьепе е юратнă мăшăрпа, класпа е тантăшсемпе пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксене те сĕнме май пур пичете. Çавăн пекех пĕр-пĕр япала сĕнекен реклама пĕлтерĕвĕсемпе уявсемпе саламлакан сăвă йĕркисене те хапăлласах кĕтетпĕр эпир. Ĕçре харсăрлăх кăтартакансем пирки корреспонденцисемпе статьясем çырма пултаратăр, хаклă вулакансем.

Кÿршĕсемпе тăванăрсене, çывăх çыннăрсемпе хăвăра яланах пĕрле туяс тесен вырăнти пичет кăларăмĕпе те пĕрле пулма тăрăшăр.

Çирĕп сывлăхлă та вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр! Сирте юратупа шанчăклăх, ырă кăмăллăх хуçаланччăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр!    «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕ.

 

Людмила АЛЕКСЕЕВА, Тăвай ялĕ: «Ял ĕçченĕ» хаçата пĕр вăхăт урăх тăрăха ĕçлеме çÿренĕрен çырăнса илме пăрахнăччĕ. Халĕ тепĕр хут туслашрăм унпа. Пĕтĕм статйине вуласа тухатăп. Районăн пултаруллă çыннисем çинчен паллашма кăсăклă. Кăçал, акă, Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă статья чылай тухрĕ. Манăçнă истори страници çĕнĕрен уçăлчĕ. Çамрăксенче патриотизм туйăмне çĕклеме пулăшаççĕ вĕсем. Хамăн çитĕннĕ хĕрсем те интересленсех вулаççĕ. Усăллă канашсем те кирлех. Вĕсене пухса пыратăп, кулленхи пурнăçра усă куратăп».

 

Саламлатăп Çĕн çулпа!

«Ял ĕçченĕ хаçатпа

Туслă вăтăр сакăр çул!

Çемьен кĕтнĕ хăнипе

Савăнатпăр çулран çул.

Тĕрлĕ тема хускатаççĕ

Журналистсем хаçатра.

Вулакана пĕлтереççĕ

Тĕнчери пур хыпара.

Çĕнĕрен çĕн саккунсене

Кунта вырăн параççĕ.

Очерксемпе хайлавсене

Тăтăшах пичетлеççĕ.

Ылтăн çÿпçи теес килет

Хамăр район хаçатне.

Тем çинчен те пĕлме пулать

Вуласан чун апатне.

Районта хаçат тухни

Пысăк телей тупата!

Ан çухалтăр тăрăшни

Çырăнар пурсăмăр та!

Саламлатăп Çĕн çулпа

Тăвай ен çыннисене.

Çирĕп пулччăр сывлăхсем,

Ан ватăлччăр чунăрсем.

Мария ПЕТРОВА. Çĕнĕ Ишпуç ялĕ.

Поделиться:
Распечатать