1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
30 декабря 2021 г. 12:55

Пĕр кунта — тăватă ФАП

Раштавăн 17-мĕшĕ Тăвай еншĕн, уйрăммăн илсен, Çĕнçырма, Чÿкçырми, Сăхăтпуç, Улянкă ялĕнче пурăнакансемшĕн ырă пулăмпа асра юлĕ. «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 4 ялта фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Çакă вăл 1800 ытла ял çыннине вăхăтра медицина пулăшăвĕ илме май парĕ.

Ял халăхĕ тахçантанпах кĕтнĕ ФАПсем хута каясса. Ĕçе хăвăртлатма вĕсем те хăйсен тÿпине хывнă, çурт таврашне илемлĕ, хăтлă тăвас тесе тăрăшнă.

ФАПсене савăнăçлă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Сергей Тоцкий, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Зоринпа Леонид Пронин, Тăвай больницин тĕп врачăн çумĕ Татьяна Игнатьева, Элпуç, Йăнтăрчă, Тушкил, Тăвай ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял старостисемпе хастарĕсем, ял халăхĕ хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов çĕнĕ медицина пункчĕсем халăха вырăнта хальхи пурнăç условийĕсемпе килĕшсе тăракан сиплев пулăшăвĕсемпе тивĕçтернине палăртнă, республика Пуçлăхне Олег Николаева, ЧР Правительствине тав тунă. Хăйĕн сăмахĕнче 2022 çулта Тушкилте врач амбулаторийĕ тума палăртнине пĕлтернĕ.

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçал регионта 50 ытла ФАП хута янă. Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетсе улăштармашкăн 2021—2025 çулсенче 221 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Укçа-тенкĕне медицина учрежденийĕсен объекчĕсем тума, юсама яраççĕ, вырăнсенче çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕсем, ФАПсем çĕкленеççĕ тата ытти те.

«Паянхи çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти те республика, район ертÿçисем, çавăн пекех сывлăх сыхлавĕн министерстви ялта пурăнакансем те хулари пек медицина пулăшăвне илме пултарччăр, тесе тăрăшнине кăтартса парать»,— тенĕ савăнăçлă пулăма хутшăннă Сергей Тоцкий. Вăл район çыннисене вăрăм ĕмĕрлисенчен тĕслĕх илсе, сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса пурăнма, пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă.

Фельдшерпа акушер пункчĕсенче çĕнĕ медоборудовани, сĕтел-пукан вырнаçтарнă, ĕç пÿлĕмĕсенче ирĕклĕ, вĕри тата сивĕ шыв, канализаци пур хальхи çуртсенче. Çывăхра ФАП пулни уйрăмах пире, ватăсене, пирвайхи медицина пулăшăвĕ илессине çăмăллатать, тенĕ аслă ăру çыннисем хăйсем кăмăллă пулнине пĕлтерсе.

Патшалăх медицинăн пĕрремĕш звенине çĕнетсе ла-йăхлатма тăрăшнине вырăнти тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ Тăвай больницин тĕп врачĕн çумĕ Татьяна Игнатьева.

Хальхи вăхăтра 18 ФАП ĕçлет. Вĕсенчен 10-шĕ — çĕнĕ йышшисем. Модульлĕ 4 пункта пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă. Çитес çулсенче ытти ФАПсене те çак çĕнĕлĕх çитмелле, çакă ĕç пахалăхне лайăхлатма пулăшĕ. Халь уçăлнă 4 пунктран виççĕшне киввисем вырăнне тунă. Çĕнçырмара вара çĕнĕрен уçăлнă. Чÿкçырминчи ФАПа специалистпа тивĕçтерес ыйтăва çывăх вăхăтра татса парĕç.

Поделиться:
Распечатать