1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 18 Апрель 2024 г.
30 декабря 2021 г. 12:54

Шупашкарта пултăмăр

Çак кунсенче эпир, Тăрмăш шкулĕнче 8—9-мĕш классенче вĕренекенсем, «Пушкин карттипе» Шупашкарти К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче тата Кÿкеçри «Бичурин и современность» музейĕнче пултăмăр.

Çула шкул автобусĕпе тухрăмăр. Малтан Кÿкеçри Бичурин музейĕнче пулса тĕпчевçĕ-писателĕн ĕçĕсемпе паллашрăмăр, ун çинчен нумай çĕнни пĕлтĕмĕр. Вăл çырнă Китай грамматикине те тытса куртăмăр. Экскурсоводран ыйтса пĕлмелли те чылай пулчĕ.

Ун хыççăн МТВ центрта курса çÿрерĕмĕр. 12 сехет те 30 минутра театра çитрĕмĕр.

Театр... Шала кĕрсенех куç умне пысăк колонкăсем, ялтăртатакан люстрăсем, артистсен портречĕ-сем тыткăнларĕç. Акă, пĕрремĕш шăнкăрав пулчĕ те, пурте хăйсен вырăнĕсене кĕрсе ларчĕç. Эпир те билетсем çинче кăтартнă вырăнсене вырнаçрăмăр. Çутă сÿнчĕ те, пĕтĕм шухăш сцена çине куçрĕ. Тимлесех сцена çинче мĕн пулса иртнине сăнама пуçларăмăр. Хамăр ентешĕн М.Сунталăн «Эп сÿннĕ чух — эс çун» спектакль куртăмăр. Н.Бичурин рольне Евгений Урдюков артист питĕ ăста вылярĕ. Эпир чăн-чăн Бичурина курнă пекех туйрăмăр. Спектакль курнă май эпир артистсемпе пĕрле савăнтăмăр та, кулянтăмăр та. Театртан тухсан та вылякан артист сăнарĕсем куç умĕнчен каймарĕç, вĕсем çинчен калаçрăмăр.

Эпĕ театр çинчен сăвă та çыртăм, мĕншĕн тесен спектакль мана питĕ килĕшрĕ.

Вĕçленет театр, пушанать ак сцена

Çутă сÿнчĕ, чаршав хупăнать.

Выляни-кулни те, хуйхăрни вĕçленчĕ,

Ырă туйăмĕ асăмра юлать.

«Пушкин картти» яш-кĕрĕме культурăн чи паха тĕслĕхĕсемпе паллашма, ăс-тăна çивĕчлетме, сапăрлăха аталантарма май парать.

2022 çулта та çак майпа çамрăксем музее, театра, филармоние, концерт залĕсене тата проекта хутшăнакан Раççейри мĕнпур театрпа музее кĕме пултараççĕ. «Пушкин карттине» 5000 тенкĕ куçать патшалăх бюджетĕнчен. Тăвай енре пурăнакан вĕренекенсем ку пулăшупа кăмăллах усă кураççĕ. Паянхи куна районти 346 çамрăка панă «Пушкин карттине».

 

Поделиться:
Распечатать