1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 24 Ноябрь 2024 г.
30 декабря 2021 г. 12:56

Сывлăх — чи хаклă пуянлăх

Юлашки кунсенче районта коронавирус инфекцийĕпе аптăракансен йышĕ майĕпен чакни курăнать: декабрĕн 29-мĕшĕ тĕлне 964 коронавируспа чирленĕ, çав шутран октябрь уйăхĕнче — 159 çын, ноябрьте — 79, çак уйăхра — 25 çын.   Инфекцие хирĕç прививкăн  1-мĕш компоненчĕпе  планпа пăхнин — 58,1, иккĕмĕш уколĕпе 54,3 проценчĕ вакцинациленнĕ. Хальхи вăхăтра ултă çын стационарсенче,  виççĕн килте сипленнине палăртрĕ А.Петров врач-эпидемиолог. Çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест.

Ют çĕршывсенчен куçакан омикрон штамĕ сарăласси  хăратать. Çавăнпа тимлĕхе çухатмалла мар. Уяв умĕнхи кунсенче тата праçниксем вăхăтĕнче хÿтлĕх мерисене çирĕп пăхăнмалла. Коронавирус ересрен сыхланса  вакцинациленме тăрăшмалла. Ку енĕпе вара Тăвай районĕ халлĕхе республикăра кайра пырать. Çавна май чирлекенсем те нумайрах. Çакна коронавирус сарăлассине чарас енĕпе тимлекен республикăри оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче те палăртнă. Çынсем ытларах чирлекен 5 район хушшинче тăвайсене те асăннă.

Сывлăх — чи хаклă пуянлăх. Вăл пулсан пурте пулĕ. Çавăнпа хамăр тата çывăх çынсен пурнăçĕ пирки шутласчĕ.

Çĕнĕ çул çывхарать. Çакăн пек çивĕч лару-тăру вăхăтĕнче уявсене килте, çемьепе пĕрле кĕтсе илнинчен ырри мĕн пултăр.

Поделиться:
Распечатать