1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
6 декабря 2021 г. 12:13

Лару-тăру çивĕчрех- ха

Районта коронавируспа çыхăннă лару-тăру çивĕчрех-ха. Маларахри эрнесемпе танлаштарсан, больницăсенче выртакансем чакнă пулин те, амбулатори мелĕпе сипленекенсем çав-çавах пысăк-ха.

Ку эрне пуçламăшĕ тĕлне районта 930 çын хăрушă инфекципе чирленĕ. Вилекенсен шучĕ 60 çынна çитнĕ. Иртнĕ эрнере икĕ çын пурнăçран уйрăлнă, ноябрь уйăхĕнче вара — вуннăн.

Йывăр чиртен хÿтĕленмелли пĕртен-пĕр шанчăклă мел вакцинаци тутарни пулни çинчен тепĕр хут аса илтерес килет.

Ахальтен мар ĕнтĕ ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев вакцинацие хирĕçлекен çынсене ятарлă тум тăхăнтарса «хĕрлĕ зонăна» кĕртсе кăтартасчĕ, тенĕ. «Реанимацире коронавирусран вакцинаци тутарнă пĕр çын та çук. Тухтăрсем, йывăр чирлисем мĕн каланине итлеччĕр, чир мĕн тери йывăр пулнине ăнланччăр вĕсем»,— тенĕ вăл.

Районта прививка тутарнисен хисепĕ республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пĕчĕк, палăртнинчен 57,5 проценчĕ кăна вакцинациленнĕ.

Ковидпа ачасем чирленĕрен икĕ класс дистанци мелĕпе вĕренет.

«Сыхлăх малти вырăнта тăнăран, кун пек пулсан Çĕнĕ çул елки те яланхилле уяв пулмĕ,— палăртнă республикăри штаб ларăвĕнче.— Шкулсенче бал-маскарадсене классенче ирттерме ирĕк парĕç. Уяв çывхарнă май, çынсем, вахта мелĕпе ĕçлекенсем, студентсем ытларах киле таврăнаççĕ. Çавăнпа праçниксем вăхăтĕнче инфекци тата та сарăлма пултарать. Кашни çыннăн хÿтĕлев йĕркисене çирĕп пăхăнмалла».

Поделиться:
Распечатать