1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Среда, 8 Май 2024 г.
6 декабря 2021 г. 14:05

«Пушкин карттипе»

Паянхи куна 13 миллион тенкĕлĕх 37 пин билет илнĕ республикăра. Шупашкарта пурăнакан çамрăксенчен 43 проценчĕ «Пушкин карттипе» усă курнă. Вăрмар тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи хĕрсемпе каччăсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче (37 тата 35 процентсем). Йĕпреçсен ку кăтарту 30 процентпа танлашать. Чăваш Енри 12 хулапа районта вăтам кăтартуран пĕчĕкрех палăртнă хисеп.

«Пушкин картти» федераллă проект авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Малтан унта Чăваш Республикинчи патшалăхăн 12 культура учрежденийĕ хутшăннă пулсан, хальхи вăхăтра 19 — çав шутра музейсем, культурăпа кану центрĕсем, уйрăм çын театрĕсем. Учрежденисем 14—22 çулсенчи çамрăксене хăйсен услугисемпе тивĕçтерĕç.

Федераллă проекта пурнăçа кĕртессипе вырăс драма театрĕ лидер пулса тăрать, 10000 билет сутнă. Оперăпа балет тата драма театрĕсем те аван ĕçлеççĕ ку енĕпе.

Программăна пурнăçлама пуçланăранпа театрпа концерт учрежденийĕсем вырăна тухса 50 мероприяти йĕркеленĕ, «Пушкин карттипе» 9 пин билет сутнă, 3,4 миллион тенкĕлĕх.

Тепĕр çул ку проекта малалла тăсĕç, 5 пин тенкĕ пулĕ «Пушкин картти» çинче. Муниципаллă органсен «Пушкин карттине» илме Патшалăх услугисен порталĕнче регистрациленмелле. «Почта Банкра» та йĕркелесе илме пулать карттăна.

Пирĕн районта пурăнакан 319 вĕренекен илнĕ «Пушкин карттине» паянхи куна.

Поделиться:
Распечатать