Çапла, ырă ят ĕçчене тарават. Хальхинче те акă Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2021 çулхи январĕн 20-мĕшĕнчи 4-мĕш номерлĕ Указĕпе «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăн техник-осеменаторне Венера Иванована «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Венера Геннадиевна асăннă обществăра 2009 çултанпа тăрăшать. Вăл ĕçе пĕлекен ăста специалист пулнине тата хăйĕн тивĕçĕсене яланах тÿрĕ кăмăлпа тата пысăк яваплăхпа пурнăçланине каласа параççĕ пĕрле ĕçлекенсем. Предприятин сĕт-çу комплексĕнче хальхи вăхăтра 976 пуç сăвакан ĕне шутланать. Вĕсене искусственнăй майпа вăхăтра йĕркеллĕ пĕтĕлентерсе хăварас тата «Селекс» программăпа ăратлăх ĕçĕн документацийĕсене тĕплĕ туса пырас тесе кулленех тимлет. «Акконд-агро фирма» АО 2012 çулта хăйне ăратлăх регистрĕнче регистрацилени çинчен калакан свидетельство илнĕ. Предприяти хăйне валли ăратлă çамрăк выльăхсем çитĕнтер-нисĕр пуçне лайăх йăхлă пушмаксемпе ыттисене те тивĕçтерет. Çапла пĕлтĕр те, сăмахран, хамăр республикăпа унăн тулашĕнчи хуçалăхсене 100 пуç ăратлă пушмак сутнă. Çак ĕçсенче, паллах, Венера Иванова (сăн ÿкерчĕкре) тÿпи пысăк. Вăл предприятири ытти специалистсемпе пĕрле паха выльăх ĕрчетес, вĕсен ăратпа продуктивлăх пахалăхĕсене лайăхлатас тесе сахал мар вăй хурать, тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăра выльăхсен продуктивлăхĕ çуллен пысăк, сĕт туса илесси курăмлă хушăнса пырать. 2020 çулта кунта, сăмахран, кашни ĕнерен вăтамран 7147 килограмм сĕт суса илнĕ, унăн пахалăхĕ те лайăх.
Венера Геннадиевна пирки тата та калас пулсан, вăл çулленех професси ăсталăхĕн республикăри конкурсĕсене ăнăçлă хутшăннине палăртмалла, икĕ хутчен - 2011 тата 2013 çулсенче - пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пултаруллă ĕçчене район администрацийĕн тата виçĕ хутчен Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин дипломĕ-семпе, пĕр хутчен ЧР ял хуçалăх министерствин хисеп грамотипе чысланă. 2017 çулта вара Венера Геннадиевнăна Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Тавне çитернĕ. Кăçал, акă, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ.
Венера Иванова - мăшăрлă, çемьеллĕ, ача-пăчаллă хĕрарăм. Икĕ хĕр çитĕнтернĕ мăшăрĕпе. «Акконд-агро фирма» обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексне ĕçе Ураскасси ялĕнчен çÿрет. Хăех куллен çăмăл машинăпа çула тухать. Килте хуçалăх тытаççĕ, выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Ÿркенмеççĕ пурнăçра.