1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 27 Апрель 2024 г.
1 февраля 2021 г. 10:03

Пуçлăхсен канашлăвĕнче

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов ертсе пынипе пирĕн районта муниципалитетсен пуçлăхĕсен семинарĕ иртнĕ. Унта республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен, районсен тата хуласен администрацийĕсен, структура подразделенийĕсен строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ертÿçисем хутшăннă.

Енĕш Нăрваш ял террито-рийĕнче район тата администраци пуçлăхĕсем Александр Шакинпа Владимир Михайлов çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ семинар участникĕсене. Хăнасем малтан ялти историпе астăвăм музейне кĕрсе курнă.

«Чăваш Республикин Правительствине çакнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине пирĕн районта ирттерме кăмăл тунăшăн тав тăватăп»,-тесе палăртнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов. Кăçал районта пурнăçа кĕртекен проектсемпе кĕскен паллаштарнă вăл.

«Чăваш Республикинчи ялсен территорийĕсене комплекслă аталантарасси» ЧР патшалăх программин актуаллă ыйтăвĕ-сене, хула округĕсемпе муниципаллă районсенчи строительство отраслĕнчи проблемăсене пăхса тухнă семинарта. Çул-йĕр строительствине уйăрнă бюджет суммине эффективлă тăкаклама тата тунă ĕçсен пахалăхне ÿстерме задачăсем лартнă. Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн регионри этапне ирттерме хатĕрленес ыйтусене сÿтсе явнă. Районти культура ĕçченĕ- сем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Поделиться:
Распечатать