1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 15 Май 2021 г.
1 февраля 2021 г. 10:09

Шкул чысĕпе мухтавĕ

«Чутейри вăтам шкултан Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисем тăваттăн. Вĕсем - пирĕн шкул чысĕпе мухтавĕ. Маттур хĕрачасем ытти вĕренекенсемшĕн малашне те ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулччăр,-терĕ шкул директорĕ Алина Гурина Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсем - М.Козлова, К.Шамбулина, Л.Михайлова, В.Краснова çинчен».

Мальвина Козлова 9 класра «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Çулленех пур предметпа тенĕ пекех олимпиадăсенче тарăн пĕлĕвне кăтартать. Вĕсенче малти вырăнсене тухса республика шайĕнче те район чысне ăнăçлă хÿтĕлет. Кăçал та право, экономика, чăваш чĕлхипе тăван ен культури предмечĕсемпе Шупашкарти тупăшусене хутшăнма хатĕрленет. Спортпа туслă хĕрача, уйрăмах волейболла выляма юратать.

Тăххăрмĕшсен ертÿçи Светлана Павловна Куракина класри виçĕ стипендиатран тепĕр пикен ятне те кăмăлтан асăнчĕ. Ксения Шамбулинан та журналта «пиллĕксем» кăна. «Вĕренÿре кăна мар, обществăлла ĕçсенче те маттурлăхĕпе хавхалантарать,-терĕ. -Олимпиадăсене хутшăнассипе ыттисенчен юлмасть». Ку вĕренÿ çулĕнче районта палăрнăскер часах республика шайĕн-че астрономипе, КРКпа хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче тăван шкул чысĕшĕн хăйĕн тÿпине хывать.

Елена Михайлова - нумай ачаллă çемьерен. Лайăх вĕреннисĕр пуçне килти ĕçсенче ашшĕ-амăшне пулăшма та, Тăвайри ача-пăча искусство шкулне çÿреме те вăхăт тупать. Юрлас ăсталăхĕпе ытти пултарулăха малалла аталантарать. Мĕн пĕчĕкрен юратать юрлама, шкула çÿреме пуçласан уявсене, концертсене хутшăннă. 2019 çулта «Район чиперукĕ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе диплома тивĕçнĕ, Хисеп грамотисем те хушăнсах пыраççĕ. Шывра ишессипе, чупассипе, волейбол турнирĕсенче палăрма ĕлкĕрнĕ.

Саккăрмĕш класри Виктория Краснова аслă юлташĕсен тĕслĕхĕ хавхалантарнине пытармасть. Кĕçĕн класранах вĕренÿ отличникĕ вăл. Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕнче те мухтаççĕ ăна. Муниципалитет шайĕнчи олимпиадăсенче çулленех çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕнче унăн хушаматне асăрхатăн. Кăçал ĕçлев сыхлавĕн темипе ирттернĕ конкурсра мала тухса республикăра 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ÿкерес, ал ĕç ăсталăхне аталантарас енĕпе нумай тимлет.

Поделиться:
Распечатать