Чăваш патшалăх художество музейĕнче ЧАССР тата РСФСР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧАССР халăх художникĕ Н.К.Сверчков çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Телее туптамалла» курав уçăлать кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче, 16 сехетре.
Никита Кузьмич - Чăваш Енри профессиллĕ сăнарлă искусствăна хываканĕ. Хăйĕн пурнăç çулĕнче вăл иртнĕ çулсемпе хальхи вăхăтри чăнлăхăн тĕп пулăмĕсене сăнарлакан чылай произведени хайланă. «Эпĕ чылай пурăннă, пысăк истори улшăнăвĕсен свидетелĕ, çĕршыв пурнăçне çĕнĕлле йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Çакна ăнланни манăн кăмăла çĕкленĕ, çавăнпа эпĕ телейлĕ. Пурнăçăма хамăн юратнă ĕçе халалланипе телейлĕ, тăван халăх пирки сăрăсен чĕлхипе усă курса калама пултарнăшăн хĕпĕртетĕп»,-аса илнĕ художник.
Никита Кузьмич Сверчков 1891 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче пирĕн районти Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. Ялти икĕ класлă шкул пĕтернĕ, Хусанти Н.Н.Баратынская шкулĕнче пĕр çул вĕреннĕ. Хусанти художество шкулĕнче, Н.И.Фешин класĕнче (1906-1912) пĕлÿ илет. 1912-1916 çулсенче Петроградри Художество Академийĕ çумĕнчи Аслă художество училищинчи Д.Н.Кардовский мастерскойĕнче, çав вăхăтрах педагогика курсĕнче ăсталăхне туптать. 1916 çулта прапорщиксен пĕрремĕш шкулĕнче вĕренет Н.Сверчков, Галицири вĕрентÿ командине яраççĕ ăна. Хĕрлĕ çарта службăра пулнă 1918-1920 çулсенче. «Алтай çăлтăрĕ» хаçатра секретарь (Бийск хули, 1923-1927), Омскри М.А.Врубель ячĕллĕ художествăпа промышленность техникумĕнче завуч, заведующи пулса ĕçленĕ. Палăртнă хулари чугун çул транспорчĕн инженерĕсене хатĕрлекен института пĕтернĕ (1934), АХРРăн Омскри филиал правленийĕн председателĕ пулнă (1928-1931). 1934 çулта Шупашкара куçать.
Вăл «Капкăн» журнал художникĕ, графикĕ, Шупашкарти художество училищин преподавателĕ тата директорĕ (1940-1951) пулса ĕçленĕ. Никита Кузьмич - СССР Художниксен союзĕн членĕ (1943), Чăваш АССР (1940) тата РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1980). Ăна Хĕрлĕ çăлтăр орденĕпе (1967) наградăланă, ЧАССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине (1971) кĕртнĕ.
Паллă ентешĕмĕр тĕрлĕ выставкăсене хутшăннă. 1940, 1951, 1961, 1971, 1981 çулсенче хăйĕн выставкисене йĕркеленĕ Шупашкарта.
Н.Сверчковăн тĕп ĕçĕсем: «Арăмĕн портречĕ» (1918), «Баранова портречĕ» (1922), «Вăйă» (1928), «Хĕр вăрлани» (1938), «Чăваш автономине туни çинчен пĕлтерни» (1935), «Чăваш ялĕнчи пĕрремĕш трактор» (1937), «Колхоза çĕрпе ĕмĕрех усă курма патшалăх актне пани (1937), «XVI ĕмĕр вĕçĕнчи Шупашкар крепоçĕ» (1939-1940), «Комсомол Чувашии» бронепоезд (1934), «Чăваш ялне Пушкин килни» (1950), автопортрет (1957), «Чăваш туйĕ» (1967).
«Телее туптамалла» курав тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене кăсăклантарĕ. Художниксем, тĕпчевçĕсем, педагогсем, вĕренекенсемпе студентсем, туристсемпе Чăваш Республикин хăнисем кăмăлласах паллашĕç унпа.
Пирĕн районти вулавăшсенче те Н.К.Сверчков художнике халалланă куравсем йĕркеленĕ.