1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
1 февраля 2021 г. 10:07

Ветерана - медальпе чысланă

Тĕмерти Петр Андреевич Воробьев çамрăклах хăрушă вăрçă нушине тÿснĕ. Аслисемпе тан колхозра ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтне историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн Тĕмерти вăтам шкулта учительте ĕçленĕ. Тăвай районĕнчи КПСС комитечĕн инструкторĕ пулнă.

«Победа» колхоз, унтан совхоз ертÿçинче тăрăшнă. Хуçалăхра та, шкулта та хăйĕн паха опытне çамрăк ăрăва панă. «Хисеп Палли», Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе ытти наградăсене тивĕçлĕ пулнă.

Мăшăрĕпе, Римма Николаевнапа икĕ ача пăхса çитĕн-тернĕ, аслă пĕлÿ панă. Кил хуçи арăмĕ Тĕмерти участок больницинче медсестрара 40 ытла çул ĕçленĕ.

Петр Андреевич пĕлтĕр 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайловпа АПК ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Михаил Яковлев, Тĕмер ял тăрăхĕн ертÿçи Геннадий Иванов Петр Воробьевпа (сăн ÿкерчĕкре) тĕл пулса калаçнă, сывлăхĕпе интересленнĕ. «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» асăну медалĕпе наградăланă, пысăк хавхалану суннă ĕç ветеранне.

Поделиться:
Распечатать