1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
1 февраля 2021 г. 10:11

Вĕсем халĕ те çынсен асĕнче

Ку сăн ÿкерчĕкре Сăхăтпуçĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçленĕ Мария Птицына, Елизавета Касмыкова, Евдокия Чернова техслужащисем сăнланнă. Кашнин аллинчех чечек çыххисемпе хисеп хучĕсем. Шкулĕ хупăннă пулсан та, ĕçчен хĕрарăмсене ырăпа аса илеççĕ. Кам маларах, кам каярах пуçăннă çак ĕçе, виççĕшне те пĕр вăхăтра ĕçлеме тÿр килнĕ. Ĕçĕнче чи малти вырăнта пÿлĕмсене тасатасси, сивĕ вăхăтра классенчи кăмакасене хутса пултарса ачасем киличчен ăшăтасси пулнă. Кăмакисене те хăйсемех тасататчĕç, шурататчĕç. Классен урайĕсем тап-тасаччĕ. Ларса канма вăхăчĕ çукрахчĕ çав вĕсен. Вут-шанкине те хăйсем хатĕрленĕ, татнă, купаланă. Ачасем валли апат та пĕçернĕ.

Мария Птицына пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Лайăх юрланăран хора çÿреме те вăхăтне тупнă. 4 ача çуратса ÿстернĕ: ывăлпа виçĕ хĕр. Ывăлĕн кун-çулĕ аваринче татăлчĕ. Хĕрĕсем Шупашкарта, Мускавра йăва çавăрнă.

Елизавета Касмыкова иртнĕ çул 80 çул тултарчĕ. Час-часах аса илет ачасен сассипе тулнă шкула. Паллах, кирек мĕнле ĕçĕн те хăйĕн йывăрлăхĕ. Яла «сенкер çулăм» килсен вара, кăмака хутма ирех тăрса шкула кайни те сахал мар аса килнĕ пулĕ. Колхоз ĕçне те хутшăннă, клуба концертсенче юрлама та çÿренĕ ĕçтешĕсемпе. Уявсенче сцена çине тухнă.

Евдокия Чернова ĕç ветеранĕ хĕрĕпе пурăнать. Шкулта ĕçлеме тÿр килнишĕн савăнать. Вĕренекенсем валли столовăйĕнче апат пĕçернĕ. Çĕнĕ шкул, унăн территорийĕ те вĕсем тăрăшнипе тасалăхĕпе районта палăрса тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене, виçĕ техслужащине, ĕçри хастарлăхшăн, ялти культура пурнăçĕнче активлăх кăтартнăшăн Хисеп грамотисемпе чысланă (сăн ÿкерчĕкре).

Поделиться:
Распечатать