1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 20 Апрель 2024 г.
15 февраля 2021 г. 14:43

Аграрисен çитĕнĕвĕсемпе тĕллевĕсем

Чăваш Енри аграрисем 2020 çула аван кăтартусемпе вĕçленĕ. Мĕнпур категорири хуçалăхсем ял хуçалăх продукцийĕ туса илнин индексĕ 105 процентпа танлашнă. Республикăра 113,3 пин тонна (2019 çулхин 92,3 проценчĕ чухлĕ) аш-какай, 437,5 пин тонна (103,5 процент чухлĕ) сĕт, 292,3 млн штук (106 процент) çăмарта туса илнĕ. Çавăн пекех республикăра пурĕ 988,6 пин тонна (2019 çулхин 128,5 проценчĕ% тырă, 157,2 пин тонна (114 процент) пахчаçимĕç пухса кĕртнĕ. Тырă тухăçĕ 18,1 процент ÿснĕ, гектар пуçне 33,9 центнера çитнĕ, пахчаçимĕç тухăçĕ 343,6 центнерпа танлашнă, 6 процент хушăннă.

Аграрлă сектора инвестицисем хывнипе 54 выльăх-чĕрлĕх вити (5700 вырăн) тунă, 11,2 пин тоннăлăх тырă управĕсем, 8,4 пин тоннăлăх çĕрулмипе пахчаçимĕç хранилищисем ĕçе кĕртнĕ, 16 пин тонна пахчаçимĕç туса илмелли теплица комплексĕн строительствин II тапхăрне пурнăçланă.

2020 çулта республикăри агропромышленноç комплексĕнче 7,6 млрд тенкĕлĕх 336 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ, 508 ĕç вырăнĕ туса хунă. Республикăри аграрисем умĕнче кăçал та пысăк задачăсем тăраççĕ: ăратлăх пахалăхĕсене лайăхлатса пынă никĕс çинче сĕтпе аш туса илессине, элита вăрлăхсемпе анлăрах усă курса, çĕрĕн пулăхне лайăхлатса тата çĕр хатĕрлемелли малта пыракан меслетсене мала хурса ял хуçалăх культурисен тухăçне малалла ÿстермелле, ял хуçалăх кооперацине тата фермерлăха аталантармалла, техникăна çĕнетсе пымалла, ялсен территорийĕсене аталантарса тата ял пурнăçĕн пахалăхне ÿстерсе ял хуçалăх производствине квалификациллĕ çамрăк специалистсем явăçтармалла.

Малашлăх тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшса аграрисем хальхи вăхăтра пикенсех çитес çуракине хатĕрленеççĕ, паха вăрлăх, минераллă удобренисем, топливо хатĕрлесе хураççĕ, ку чухнехи техника туянаççĕ, пĕрлех фермăсен продуктивлăхне ÿстерме вăй хураççĕ.

Поделиться:
Распечатать