1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Апрель 2024 г.
15 февраля 2021 г. 14:50

Çĕнĕпуянкассисем - çĕнтерÿçĕсем

Муниципалитетсенчи ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вырнаçнă культура учрежденийĕ-сен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта пурĕ 75 заявка тăратнă, 41-шĕ муниципалитетсенчи культура çурчĕсенчен, 34-шĕ - культура ĕçченĕсенчен.

Пирĕн районтан Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ «Ялти чи лайăх культура çурчĕ» номинацие хутшăнма заявка тăратнă. Заявкăсене пăхса тухнă хыççăн çĕнĕпуянкассисем çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ районти тата республикăри конкурссене хутшăнассипе лидер пулса тăрать, мероприятисене массăллă хутшăнса, юрласа-ташласа савăнтарать халăха. «Çутă уçлăхĕ» районти конкурсра та Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнчисем активлăх кăтартнă. Зданисемпе сооруженисене тĕрлĕ тĕспе çуталакан ярăмсемпе илемлетессипе ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕрремĕш вырăна тухнă.

Поделиться:
Распечатать