1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Апрель 2024 г.
15 февраля 2021 г. 14:51

Проблемăсене сÿтсе явнă

Нарăс уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче Йăнтăрчă, Тенеяль, Улянкă ялĕсенче иртнĕ пухусем. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ вĕсенче малтан.

Пĕлтĕр Йăнтăрчă ялĕнче 2 шыв башни улăштарнă, Тенеялĕнче шывпа тивĕçтерекен системăна çĕнетнĕ. Йăнтăрчăри - Гагарин, Улянкăри Терешковапа Чапаев ячĕллĕ урамсенчи çулсене тунă, ялсене кĕнĕ çĕрте стелăсем лартнă.

Кăçалхи проблемăсенчен пĕри - Йăнтăрчăри шыв системине йĕркене кĕртессипе малалла ĕçлесси, Чăваш Енри строительство министерствине çакăн пирки заявка тăратнă. Улянкăри шыв системи те черет кĕтет. Ку ялти çулсене, каçмана культура çуртне йĕркене кĕртмелле тата Тенеялĕнчи пĕвепе çăлкуçсене тасатмалла.

Çынсене ялсен шăпи пăшăрхантарать. Вĕсене çÿлерех асăннă проблемăсем - çĕр пайĕсене арендăна илесси, уйрăм участоксен чиккисене çирĕплетесси, ĕçлесе хатĕрлемен çĕрсене йĕркене кĕртесси, ирĕкре çÿрекен йытăсене тытасси канăç памасть.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов ялсенчи ĕçченсене хăйсене активлă, пуçаруллă пулма чĕнсе каланă. Ял халăхĕ пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтерме ыйтни район администрацийĕнче контрольте тăрать. Çак ыйтăва татса парассипе 700 ытла çынлă Йăнтăрчă ялĕнчи шыв системине çĕнетессипе тунă проекта кăçал республикăри инвестици программине кĕртме документсем тăратнă. Шыв башнисемпе шăтнă вырăнсене юсасси паянхи кунпа килĕшÿллĕ пулнине палăртать муниципаллă влаç.

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен представителĕсем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Тимофей Иванов, Тăвай енри ветерансен Канашĕн председателĕ Римма Гурина, полици уйрăмĕн сотрудникĕсем тухса калаçнă пухусенче.

Виçĕ ялти çынсене районти культура çурчĕн ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех ал ĕç куравĕпе кăмăллă юлнă пухăннисем.

Поделиться:
Распечатать